Юн кун, кăрлачăн 26-мĕшĕнче, Портнова Эльвира Владимировна 7 класра çĕнĕ технологисемпе хатĕрленĕ урок ирттерчĕ. Урокра информатикăпа коммуникаци технологийĕсемпе анлă усă курчĕ, кашни ачана компьютерпа активлăн ĕçлеттерчĕ. Кĕске вăхăтра темĕн тĕрлĕ ĕç туса ирттерме ĕлкĕрчĕç: кроссворд та шутларĕç, морфологи тишкерĕвĕ те турĕç, интерактивлă доскапа та, компьюретпа кашни хăйне уйрăммăн та ĕслерĕç. Ачасене киле ĕç парасси те хăйне евĕрлĕ пулчĕ. Вĕрентекен сочинени темине туллин уçса пама юрăпа тата видеороликпа усă курчĕ. Ачасемшĕн урок тулли тата интереслĕ иртрĕ темелле. Урок конспекчĕ, презентацийĕ, кроссворчĕ, сочинение хатĕрленмелли видеоролик тата ачасене салатса памалли материал Э.В.Портнован сайчĕнче - elbi.ucoz.ru, «Урока кайма» пайра тупма пултаратăр.
Портнова Э.В.