Калайкасси шкулне практикантсем килсех тăраççĕ.

Нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнчен пуçласа 22-мĕшĕччен Калайкасси шкулĕнче чăваш чĕлхипе тата сăмахлăхĕпе практикăна ЧПУ-чи 5 курс студенчĕ Иванова Анастасия Ивановна килчĕ. Ăна чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Портнова Э.В. тата 5-мĕш класс ертÿçи Родионова В.М. патне çыпăçтарчĕç. Хальлĕхе студенка вĕрентекенсен урокĕсене çÿрет, тĕрлĕ вĕрентÿ мелĕсене алла илет. Паян 5-мĕш классемпе юлса юрă вĕренчĕç. Ырантан пуçласа вăл 5-мĕш класра чĕлхепе литература урокĕсене ирттерĕ. Урок темисем: «Омонимсем», «П.Ялкирăн интермедийĕсем».