Хĕр ачасене саламларĕç.

            Пĕтĕм тĕнчери хĕр арăмсен кунĕ иртнĕ пулсан та 8А классем те çак уявран юлас темерĕç. Пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче класра 5-мĕш урок хыççăн уяв ячĕпе чей ĕçрĕç. Арçын ачасем хĕр ачасем валли тĕрлĕ конкурссем хатĕрленĕ. Ачасене уйрăмах «Самый-самый» конкурс килĕшрĕ. Кунта географи тата зоологи предмечĕсемпе çыхăннă ыйтусем пулчĕç.

            Уяв хаваслă, интереслĕ, тухăçлă иртрĕ.