Тĕп хулара

             Ку эрнере, пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче, 8А класс Шупашкар хулине кайса килчĕ. Ачасем «Сеспель» кинотеатрта «Инопланетное вторжение: битва за Лос-Анджелес» кино пăхрĕç. Кино вĕренекенсене питĕ килĕшрĕ, урама тухсан та вĕсем тĕп сăнарсен шăпи пирки тупăшса калаçрĕç.  Эпир тата ÿнер музейне каясшăнччĕ, анчах юрлă çумăр витĕр йĕпенсе çÿрес килмерĕ.

            Шупашкара кайни ăнăçлă пулчĕ. Ачасем çитес вăхăтра тепре шĕкĕр хулана тухса курасшăн, ÿнер музейне те çитесшĕн.