Ачасем тата ашшĕ-амăшĕсем

Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче 8А класра вĕренекен ачасен ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ пулчĕ. Шель пулин те, нумайăшĕн ашшĕ-амăшĕ килме вăхăт тупаймарĕ. Егоров Д., Кириллов О., Ксенофонтова А., Семенова С. мĕнле вĕреннипе, хăйсене шкулта мĕнле тытнипе килте интересленеççĕ.

            Ашшĕ-амăшĕсем пухăва пĕр тан килменнипе тата ытти классене те васканипе палăртнă ыйтусене сÿтсе явма май килмерĕ. Ытларах ачасен  вĕренĕвĕ тата дисциплини пирки кăна калаçрăмăр.

            Хам валли çакăн пек пĕтĕмлетÿсем турăм: шкулти ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ пулнă чух класс пухăвне туни вырăнсăр, ун пек калаçуран усси те сахал. Малашне, ашшĕ-амăшĕ ыйтнипе, пухăва чĕрĕк вĕçлениччен 2-3 эрне маларах ирттерес.