Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

            Паян, ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче А.Г.Николаев ячĕллĕ Калайкассси вăтам шкулĕнче сумлă чăвашсем чăваш чĕлхи эрнине уçрĕç. 6-мĕш урок хыççăн 5-11 класс ачисем акт залне васкарĕç. Унта вĕсемпе тĕл пулма ятарласа Шупашкартан «Сувар» фонда ертсе пыракансенчен пĕри Тяпкин В.Г., «Екрем» фольклор ушкăн ертÿçи В.Романов, Ерагин Е.Е. мăчавар, ÿнерçĕ-кÿлепеçĕ Мазуркин П.Я. чăваш халăх кун-çулĕ тата пуласлăхĕ çинчен калаçрĕç. В.Романов ачасене хăйĕн «Екрем юррисем» ятлă çĕнĕ кĕнекипе паллаштарчĕ,  Ю.Сементер сăмахĕсемпе çырнă çĕнĕ юрра шăрантарчĕ.

            В.Г.Тяпкин хамăра чăваш тесе пуçа усмалла мар, чăваш пулнишĕн вăтанмалла мар, хамăр халăх историне лайăх пĕлмелле текен шухăша кашни ача патне çитерме пултарчĕ. Ачасене хавхалантарма тăван халăх кун-çулĕ пирки çырнă чылай кĕнеке, атлас, календарь  шкула парнелесе хăварчĕ. Темиçе çул каялла çакăн ыйшши кĕнекесем манăн шухăшлава та пĕтĕмĕшле улăштарчĕç, хам чăваш пулнипе мăнаçланма пуçларăм. В.Г.Тяпкин парнисем те Калайкасси вăтам шкулĕнче вĕренекенсемшĕн усăллă пуласса шанас килет.

            Тĕл пулÿ вĕçленнĕ май Калайкасси вăтам шкул директорĕ Мочалов Л.И. та сăмах илчĕ. Вăл маларах калаçнă сумлă чăвашсен шухăшĕпе килĕшнине палăртрĕ, килнĕ хăнасане тав турĕ.

            Тĕл пулу П.Хусанкай сăмахĕсемпе вĕçленчĕ. Залри ачасем хавхаланса ертсе пыракан хыççăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!»тени мана уйрăмах килĕшрĕ.