Чăн-чăн артистсем

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче 6-мĕш урок хыççăн шкул ачисем акт залне пуçтарăнчĕç. Паян Калайкасси шкулĕн сцени çинче чăн-чăн артистсем пулчĕç. Çук, нимĕнле театртан та мар, хамăр шкулта вĕренекен ачасемех  сцена çинче хуçаланчĕç.

            Пĕрремĕш сцена  çине 8Б тата 7-мĕш классене çÿрекен Шишокина Е., Егорова О., Павлов М., Сальников А. Д.Медведенко çырнă «Ăса кĕртрĕç» пьесине кăтартĕç. Вĕренмен, амăшĕпе тупăшакан арçын ачана пĕтĕм халăх умĕнче намăслантарчĕç.

            8А классем вара Валентина Эльбин «Cĕмсĕркке» инсценировкипе халăха тыткăнларĕç. Хăнасене парне илме лавккана ăсатакан Лена рольне ытла та ĕненмелле выляни пурне те килĕшрĕ. Сцена çине Семенова С., Яшкова Л., Карандаев А., Кириллов О., Волкова М., Замятина Е., Ксенофонтова А. тухрĕç.

            Ачине чăвашла вĕрентмен, хăй вара вырăсла та калаçайман хĕр арăм сăнарне 7-мĕш класра вĕренекен Сорокина Нелли уçса пачĕ. В.Енĕш çырнă «Пăкăварить» мыскара паянхи куншăн актуаллă пулнине палăртмалла. Кулине инкен ывăлне вара Сорокин Александр вылярĕ.

            Юлашкинчен сцена çине 8Б классем Луч çырнă «Кама пăхнă-ши?» трагикомедине лартрĕç. Залри халăх ывăнчĕ пулсан та ачасен спектакльне пĕр шавсăр пăхрĕç. Игров А., Матвеев В., Шишокина Е., Егорова О. питĕ ăнăçлă вылярĕç. Зал сăнарсемпе пĕрле савăнчĕ те, хурланчĕ те.

            Пĕтĕмĕшле илсен, спектакльсем ăнăçлă иртрĕç. Пур спектакльсен илемлĕх ертÿçи – Э.В.Портнова. 

            Ачасем пысăк калăппăшлă текста пăхмасăр вĕренни, сцена çинче хăйсене кăтартма пултарни мана савăнтарчĕ.