2011 çулхи чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче А.Г.Николаев ячĕллĕ Калайкасси вăтам шкулĕнче "Класс тулашĕнчи ĕçри наци компоненчĕн вырăнĕ" ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. Конференцин тĕп тĕллевĕ - класс тулашĕнчи ĕçре тăван чĕлхен витĕмне ÿстересси, вĕрентекенсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашасси, инновациллĕ меслетсемпе ăслайсене ытти шкулсенче сарасси. Ку тĕллеве пурнăçларăмăр. Конференцие Муркаш район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕн ертÿçи Ирина Александровна Ершова уçрĕ. Вăл районти шкулсенче наци компоненчĕпе мĕнле усă курни çинчен каласа пачĕ. Сăмаха малалла Калайкасси шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ Александр Марсович Степанов тăсрĕ. Вăл районти шкулсенче чăваш чĕлхин витĕмĕ чакни, мероприятисене, пуçламăш классенчи предметсене вырăсла ирттерни çинче чарăнса тăчĕ. "Тăван ен культури" предмета интеграллă мар, уйрăм урок пек ирттермелли çинчен каларĕ. Çак шухăшах Надежда Григорьевна Иванова Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин доценчĕ те çирĕплетрĕ. Сăмаха малалла тăсса класс тулашĕнчи ĕçе çĕнĕ стандартсемпе йĕркелесе пымалли çинчен пĕлтерчĕ. Калайкасси шулĕнче тăван ен культурине вĕрентекене Евгений Евстафьевич Ерагин "Православи тĕнĕн никĕсĕ" предмет вырăнне "Тăван халăх этики" предмета кĕртмелли шухăша палăртрĕ. Çавăн пекех Шомик, Шатракасси Турай шкулĕсенче ĕçлекенсем хăйсен ĕçĕнче наци компоненчĕпе мĕнле усă курнипе паллаштарчĕç.