Юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче 9а класра вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ пулчĕ. Пухăва пурĕ 7 ачан амăшĕсем килме май тупрĕç. Эпир вĕсемпе çитес экзаменсене ачасене мĕнле хатĕрленмеллине, мĕнле кĕнекесем туянмаллине сÿтсе яврăмăр, çамрăксен хушшинче хăйсем çине алă хурассипе çыхăннă проблемăна та тишкертĕмĕр, интернетăн ырă тата сивлек енĕсем пирки калаçрăмăр, вĕренекенсем мĕнле ĕлкĕрсе пынине те пăхса тухрăмăр. Амăшĕсем калаçура активлă пулни, хăйсен хуйхи-суйхине пытармасăр каласа пани мана савăнтарчĕ. Тепĕр пухăва раштав уйăхĕн варринче ирттерме палăртрăмăр.