Чи лайăх вĕрентекен - Калайкасси шулĕнче

Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче – Тĕнче халăхĕсен тăван чĕлхе кунĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче чăваш чĕлхи учителĕсен II конкурсĕн юлашки тапхăрĕ иртрĕ. Конкурса ирттерекенсем Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ тата Чăваш наци конгресĕ пулчĕç. Конкурс, тĕпрен илсен, халăхра чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне çĕклес, ачасене чăваш чĕлхине вĕренме хавхалантарас, чăваш чĕлхи учителĕн пархатарлă ĕçне халăх умне кăларас тата çынсене чăваш чĕлхи учителĕн профессине хаклама чĕнес тĕллевпе пычĕ.

Конкурсăн пĕтмĕш тапхăрне Вăрнар, Елчĕк, Канаш, Муркаш районĕсенчен тата Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Куславкка хулисенчен 8 учитель хутшăнчĕ.

Муркаш районĕн чысне пирĕн шкулта ĕçлекен Александр Марсович Степанов хÿтĕлерĕ.

Конкурсантсем тĕрлĕ ĕçре хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Паллаштару карточки конкурсра вĕрентекенсем «Тăван ен, манăн шкул, манăн педагогикăри ĕçĕм» темăпа хăйсемпе паллаштарчĕç. Александр Марсовича çитекенни пулмарĕ, мĕншĕн тесен унпа пĕрле сцена çине тĕнчипе паллă «Шуçăм» фольклор ушкăнĕ тухрĕ. Кайран «Манăн педагогикăри тĕп шухăш» эссене презентацилерĕ. Ăмăрту ăстаçă урокне кăтартассипе вĕçленчĕ.

Çĕнтерÿçĕ ятне, паллах, Александр Марсович тивĕçрĕ. Ăна Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви компьютер парнелерĕ.

Александр Марсовича чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, ĕçре тата пурнăçра ăнăçу сунатпăр! Мускавра республика чысне хÿтĕлесе 1 вырăн йышанасса шанатпăр.