Кĕске курсăн усси пысăк

Паян, кăрлачăн 10-мĕшĕнче Калайкасси вăтам шкулĕнче вĕрентекен Э.В.Портновапа Т.А.Ершова Элĕк шкулĕнче пулса иртнĕ «Внедрение Netschool – комплексной информационной системы для современной школы» сакăр сехетлĕ курсра пулчĕç. Путеров В.М. тата Волков В.К. Netschool программăпа тĕплĕн паллаштарчĕç, электронлă дневник тата журналăн паха енĕсене кăтартрĕç.

Волков В.К. Netschool программăпа ĕçлеме пуçланăран ачасен пĕлÿ шайĕ ÿснине тата ашшĕ-амăшĕсем ачисен вĕренĕвне çирĕп тĕрĕслесе пынине палăртрĕ. Çитес вĕренÿ çулĕнчен пуçласа Элĕк районинчи пур шкулта та электронлă дневниксемпе журналсем пулассине пĕлтерчĕ.