«Выля-выля вĕренетпĕр…»

Пуш уйăхĕн 28-ĕшĕнче хушма пĕлÿ паракан педагогсен конкурсĕ вĕçленчĕ. Финала Муркаш салин культура керменĕнче ирттерчĕç. Фойере ачасен тата педагогсен «Ылтăн алăсем» выставки иртрĕ. Эпĕ вĕт шăрçаран тунă сирень тĕммипе чечек çыххине халăх умне кăлартăм.

Пултарулăх конкурсĕнче «Выля-выля вĕренетпĕр» юрра Арчикова Кристина (9а кл.) тата Портнов Владимирпа (2 кл.) пĕрле юрларăмăр. Пăхакансене ку юрă тыткăнларĕ пулас. (Юрă сăмахĕсене elbi.ucoz.ru сайта çитес вăхăтра лартăп.)

Шель пулин те, ăмăртура çĕнтерме май килмерĕ. Анчах та эпĕ куншăн пĕртте ÿкĕнмерĕм. Рожкова А.В. пире пурне те хавхалантарса пыни çунат хушрĕ. Малашне те ĕçлес, тĕрлĕ ăмăртусенче хутшăнас килет. Ахальтен каламан çав ваттисем, сăмахпа çынна ÿкерме те, çĕклеме те пулать тесе.