Уçă урок

            Нарăсăн 10-мĕшĕнче Калайкасси шкулĕнче Муркаш районĕнчи чăваш чĕлхипе сăмахлăхне вĕренекенсем хăнара пулчĕç. Вĕсем шкулпа кăна мар, тăван чĕлхене вĕретекенсен урокĕсенче те пулса курчĕç. Портнова Э.В. 8-мĕш класра «Кÿртĕм сăмахсемпе предложенисене, чĕнĕве вĕреннине çирĕплетмелли урок» темăпа уçă урок кăтартрĕ. Эльвира Владимировна ачасемпе пуплев уçăмлăхĕ пирки калаçрĕ. Интерактивлă доскапа кÿртĕм сăмахсемпе предложенисене тата чĕнÿсене предложенире чарăну паллисемпе мĕнле уйăрнине уçăмлăн кăтартрĕ, тĕрев паллисем çине тайăнса правилăсене аса илтертерччĕ. Ăслав сочиненийĕнче кÿртĕм сăмахсемпе вырăнлă усă курни сочинени пахалăхне ÿстернине кăтартрĕ. Орфографи правилисене тĕрев паллисем çине тайăнса вĕрентни çĕнĕлĕх пулчĕ. Ачасем доска умĕнче те, тетрадьпе те, кĕнекенпе те, компьютерпа та ĕçлеме ĕлкĕрчĕç.

            Урок районти учительсене килĕшрĕ.

Урок конспектне тата презентацине çитес вăхăтра elbi.ucoz.ru сайта лартăп.