Юлашки çулсенче ачасем тăван тавралăха япăх пĕлни, ÿсен тăран, хурт-кăпшанкă, шыв-шур ячĕсене чăвашла пĕлменни уйрăмах пăшăрханарать. Çавна май чăваш чĕлхи эрнинче чăвашла-вырăсла тунă курăмлă презентацисен конкурсне ирттерес терĕмĕр. Шел пулин те, кăçалхи çул ăмăртăва пурĕ те 10 ĕç кăна хутшăнчĕ. Конкурсра 8, 10 класра вĕренекенсем уйрăмах активлă пулчĕç. 3-мĕш вырăна 30 яхăн кăмпа ятне чăвашла-вырăсла тупса палăртнă, 8-мĕш класра вĕренекен Короленко Ярослав тухрĕ. 2-мĕш вырăна 20 ытла çырла ятне чăвашла-вырăсла тупса курăмлă презенаци тунă Сальников Александр (8 класс) тивĕçрĕ. 1-мĕш вырăна вара 10-мĕш класра вĕренекен Краснова Мария çĕнсе илчĕ. Вăл хула ячĕсем чăвашла мĕнле янранине тĕпченĕ. Презентацире хулари паллă вырăнсем кăна мар, унăн гербĕ те, хула вырăнне кăтаракан карта та пур.
Конкурс ăнăçлă иртрĕ темелле. Ачасем хатĕрленĕ ĕç чăваш чĕлхине вĕрентекенсемшĕн те, биологипе географи учителĕсемшĕн те кăсăклă пулмалла. Çитес вăхăтра презентацисене elbi.ucoz.ru сайта вырнаçтарма тăрăшăп.
Юлашкинчен çакна калас килет: тăван чĕлхене манас марччĕ, тăван чĕлхерен писес марччĕ.