«Чĕлхе тĕпчевçисем» олимпиада пĕтĕмлетĕвĕ

Ака уйăхĕн 19-21-мĕшĕнче Калайкасси шкулĕнчи 1-11 классем хушшинче чăваш чĕлхипе тата сăмахлăхĕпе олимпиада иртрĕ. (Олимпиада ыйтăвĕсене elbi.ucoz.ru сайтра, «Урока кайма»  уйрăмра тупма пултаратăр.)

1-2 классем хушшинче:

1-мĕш вырăн – 1-мĕш класра вĕренекен Ванюшкина Дарья (22,5б.),

2-мĕш вырăн – 1-мĕш класри Павлова Екатерина (20,5б.),

3-мĕш вырăн – 1-мĕш класри Пайкова Елизавета тата 2-мĕш класри Петрухова Ксения(19б.).

3-4 классем хушшинче:

1-мĕш вырăн – 3-мĕш класра вĕренекен Константинов Артур (29б.),

2-мĕш вырăн – 3-мĕш класри Замкова Д. (21б.),

3-мĕш вырăн – 4-мĕш класри Макаров Дмитрий тата Орлова Ольга (20б.)

5-7 классем хушшинче:

1-мĕш вырăн – 7-мĕш класра вĕренекен Афанасьев Сергей (18,5б.),

2-мĕш вырăн – 7-мĕш класри Яшкова Светлана (17,5б.),

3-мĕш вырăн – 5-мĕш класри Пушкина Наталья тата 6-мĕш класри Кольцов Сегрей (16,5б.).

8-9 классем хушшинче:

1-мĕш вырăн – 8-мĕш класра вĕренекен Никитин Петр тата Сорокин Александр (24 б.)

2-мĕш вырăн – 8-мĕш класри Рукавишников Димитрий (23,5б.),

3-мĕш вырăн – 8-мĕш класри Сальников Александр (22,5б.).

10-11 классем хушшинче:

1-мĕш вырăн – 10-мĕш класра вĕренекен Родионова Мария (22 б.),

2-мĕш вырăн – 11-мĕш класри Краснова Наталья (17 б.),

3-мĕш вырăн – 11-мĕш класри Ершова Линда (16 б.).

Олимпиадăна пĕтĕмлетнĕ хыççăн çакна асăнмалла: ачасем тăванлăх сăмахĕсене тата синонимсене манса пыни курăнать. Сăмахăн пĕлтерĕшне вырăсла калама çăмăлтарах тесе палăртаççĕ. Пирĕн, вĕрентекенсен, историзмсемпе архаизмсене кулленхи калаçу чĕлхине кĕртме тăрăшас пулать. Çĕр пин сăмахлă чĕлхене чухăнлатас марччĕ.