Паянхи ачасем халăх сăмахлăхне манса пыни, чăваш чĕлхипе туллин усă кума пĕлейменни пурне те пăшăрхантарать. Анчах та вĕренекенсене тăван чĕлхене выля-выля вĕрентме майсем çукрах-ха.
Ачасем ыйтнипе «Хĕвел çулĕпе» сĕтел çинчи вăййа шухăшласа кăларма тиврĕ. Вăййа кубикпа вылямалла, турĕс хуравласан малалла куçмалла. Ачасен тупмалли юмахсен тупсăмĕсене те, фразеологизмсен пĕлтерĕшĕсене те, сăнавсемпе паллăсене те, ваттисен сăмахĕсене те пĕлмелле. Вăйăра пурĕ 160 карточка, 160 – ыйту. Пĕр харăссăн 6-7 ача выляма пултарать. Класра харăсах пурте выляма пултарччăр тесе 5 комплект таранах хатĕрлерĕмĕр.
«Хĕвел çулĕпе» сĕтел çинчи вăййа 5-11 классенче выляттарса пăхрăмăр. Ачасем урок тăршшĕпе тупăшса выляни, тăхтав вăхăчĕсенче те çак вăйăпа кăсăкланни, «эпĕ паян çавна пĕлтĕм» тесе пырса калани мана чăнах та савăнтарчĕ. Кун йышши сĕтел çинчи вăйăсене татах та тăвас килет, ачасене выля-выля вĕренме май туса парас килет.