Ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Калайкассинчи А.Г.Николаев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта Чăваш кунĕ иртрĕ.
Уяв интереслĕ те усăллă пултăр тесе шкулта уйăх хушши ĕç вĕресе тăчĕ: ачасем чăваш халăх культурипе тĕплĕнрех паллашрĕç, килти арчари пурлăха тĕпчерĕç, чăваш апат-çимĕçне пĕçерме хăнăхрĕç. Унсăр пуçне хăйсем те чăвашла тумланма хатĕрленчĕç: тум-тир шырарĕç, çĕлеттерчĕç. Ачасене класс ертÿçисем хавхалантарса ертсе пычĕç, ват çынсемпе калаçма, вĕсен ачалăхĕ çинчен ыйтса пĕлме, тĕпчеме хистерĕç.
Эдуард Константинович Бахмисов ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче В.П. Ивановăн «Чăваш тумĕ: аваллăхран паянлăха» фотокуравне тата А.И. Бахмисовăн «Чувашский хоровод» триптихне илсе килчĕ. Ачасене ку курав çийĕнчех тыткăнларĕ. Вĕрентекенсенчен чăвашсен тумĕ пирки ыйтма тытăнчĕç, тури чăвашсен хальхи тумĕ мĕншĕн урăххине тĕпчерĕç, чăваш хĕрĕсем миçе килограмм кĕмĕл йăтса çÿренипе интересленчĕç.
Уявччен пĕр-ик кун маларах арчасем шкула çитрĕç: пĕри тепринчен кивĕрех, пĕри тепринчен интереслĕрех. Кашнин хăйĕн историйĕ иккен, хăшĕнче тĕрлĕ ĕç хучĕсем, кĕнекесем упраннă, тепринче ĕç хатĕрĕсем… Кашни ялтах арча тăвакансем пулнине пĕлтĕмĕр; хăш-пĕр ăстасем арчасене пĕр-пĕрин ăшне кĕрсе лармалла тунă, ятарлă эрешпе илемлетнĕ.
Ака уйăхĕн тăххăрмĕшне пурте чăтăмсăррăн кĕтрĕмĕр. Ирех коридорта чăваш тумне тăхăннă ачасем савăнса кулни, пĕр-пĕрне сăн ÿкерни кăмăла кайрĕ. Кĕмĕл пикесем шăнкăртатса утни çуркунне çитнине систерчĕ. Çанталăкĕ те çак кун уйрăмах ашă пулчĕ.
Уроксем пуçланиччен 1 этажра «Чăваш арчин пуянлăхĕ», 2 этажра «Чăвашăн техĕмлĕ сĕтелĕ» курава хатĕрленчĕç. Кунта акă мĕн каласа хăвармалла: кашни класс пĕрер арча илсе килсе унти пуянлăха кăртрĕ, авалхи тума, тĕрре тĕпчерĕ. Унсăр пуçне кашни ача пĕрер чăваш апачĕ илсе килчĕ. Кашни класс хăйне уйрăм сĕтел лартрĕ, хăнасене сăйларĕ.
Уяв 8 сехет те 25 минутра пуçланчĕ. Пĕтĕм шкул спорт залĕнче пухăнчĕ. Пĕр-пĕрне уяв ячĕпе саламларăмăр, кĕскен Чăваш кунĕн йĕркипе паллашрăмăр. Унтан классене чăваш тумĕпех уроксене салантăмăр.
Иккĕмĕш урок хыççăн 2-3 классем хăнасене юрă-ташăпа кĕтсе илме фойене пухăнчĕç. Хут купăс калаканĕ, ачасене хавхалантарса ертсе пыраканĕ Кондукторова Надежда Максимилиановна.
Хăнасем валли 1 этажра Евгений Евстафьевич Ерагин пуçарнă Калайкасси шкулĕнчи краеведени музейĕ, Афган вăрçин музейĕ тата «Чăваш арчин пуянлăхĕ» курав, Э.К.Бахмисовăн «Атăлял ял уявĕ» фотокурав ĕçлерĕç.
«Мазуркинсен пултарулăх çÿпçи» курав 2 этажри вулавăшра вырнаçрĕ. Петр Яковлевичăн йывăçран касса кăларнă кÿлеписем, тĕрлĕ савăт-сапа пурне те тыткăнларĕç. Унăн мăшăрĕ, Зинаида Васильевна, хатĕрленĕ тухьясем, кĕпесемпе тĕрĕсем курава илемлĕх кÿчĕç. Кунта кĕнĕ кашни çын чунĕ илемпе киленчĕ.
Вулавăшрах Колдашова С.У. хатĕрленĕ «Чăваш халăх историйĕ çинчен», «Чăваш тĕрринче чăваш халăхăн пуянлăхĕ», «П.Я.Мазуркин - ыйвăç эреш ăсти» кĕнекесен куравĕ ĕçлерĕ.
Калайкасси шкулне Тури чăвашсен музейĕ «Çыруллă кĕпе» куравпа çитрĕ. Куракансем валли 6 манекен илсе килнĕ: анатри, вăтам тата тури чăвашсен тумĕпе пур енлĕн паллашма май килчĕ. Унсăр пуçне чăваш тĕррин пахалăхне хаклама та май пулчĕ. Курава ертсе пыраканĕ - музей ертÿçи Ермолаева Татьяна Валериановна. Кунтах Катькас вулавăш ертÿçи Угарова Анжелика Васильевна ĕç çыннин çулталăкне халалласа ятарлă курав йĕркелерĕ.
11 сехетре Э.К.Бахмисов А.И. Бахмисовăн «Чувашский хоровод» триптихĕпе В.П.Ивановăн «Чăваш тумĕ: аваллăхран паянлăха» фотокуравне ÿçрĕ. Ку курав таçта та пулса курнă иккен, пур çĕрте те кăмăла кайнине палăртрĕ.
11 сехет çурăра акт залĕнче Катькас ял тăрăхĕнчи чăваш чĕлхин уйăхлăхне уçрăмăр. Чи малтан халăха Калайкассинчи А.Г.Николаев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директоре Татьяна Аркадьевна Ершова Чăваш кунĕпе саламларĕ. Курма килнĕ хăнасене Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Лилия Юрьевна Тарасова саламларĕ. Унтан сцена çине Муркаш район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт пайĕн çумĕ Ирина Александровна Ершова тухрĕ. Катькас ял тăрăх администрацийĕн пуçлăхĕ Лебедев Геннадий Герасимович ку тăрăхри чăвашлăха аталантаракансене хисеп хучĕпе чысларĕ: Калайкасси шкул библиотекарĕ Колдашова Саида Усмановна, Катькас вулавăш библиотекарĕ Угарова Анжелика Васильевна, Катькас культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи Кондукторова Надежда Максимилиановна, Калайкасси культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи Александров Иосиф Александрович, культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Мазуркин Петр Яковлевич тата Мазуркина Зинаида Васильевна грамота илме тивĕç пулчĕç. Лебедев Г.Г. хыççăн сцена çине Чăваш наци конгресĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Николаева Наталья Николаевна тухрĕ. Вăл чăваш чĕлхине, чăваш халăх историйĕпе культурине упрас, аталантарас тата сарас ĕçре активлă хутшăннăшăн, çак ĕçре ăнăçусем тунăшăн Тури чăвашсен музей ертÿçине Ермолаева Татьяна Валериановнана, Калайкасси культура çурчĕн ертÿçине Вострейкина Тамара Тимофеевнана тата Калайкасси шкул директорĕн çумне Портнова Эльвира Владимировнана тав çырăвĕпе хакларĕ. Чăваш Республикин Пенсионерсен союзĕн председателĕ Сапожников Валерий Васильевич Калайкасси шкулĕнче чылай çул хушши кĕçĕн классене вĕрентекен Данилова Надежда Николаевнăна хисеп хучĕпе чысларĕ. Унтан Чăваш таврапĕлÿçисен председателĕ Сорокин Сергей Лазериевич сăмах илчĕ. Вăл В.В.Николаевăн «Генеалогия чувашского народа» кĕнекине кашни класа, тата уява ертсе пыракансене парнелерĕ (пурĕ 15 кĕнеке). Унтан Чăваш наци конгресĕн аслă канашăн членĕ, Чăваш таврапĕлÿçисен союзĕн хисеплĕ председателĕ Виталий Петрович Станьял тухса калаçрĕ. Вăл Муркаш районĕнчи хастар краеведсене палăртрĕ, Н.В.Никольский музей ертÿçине Степанова Татьяна Зиновьевнана тата Юнка шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Михалкинана хисеплĕ таврапĕлÿçĕ ята пачĕ, Очăкасси ялĕнче пурăнакан Матвеева Фаина Аркадьевнана хăйсен ретне илчĕ. Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ÿнер академийĕн президенчĕ Евгений Евстафьевич Ерагин Бахмисов Эдуард Константинович ĕçне хакларĕ, хисеп хучĕпе чысларĕ. «Сувар» фонд президенчĕ Владимир Геннадьевич Тяпкин шкул вулавăшне «Ученые» кĕнеке парнелерĕ. Чăваш наци конгресĕн «Чăваш ялĕ» комитет председателĕ Э.К.Бахмисов шкул вулавăшне «Чувашия космическая. Шоршелы, каталог, фотоархив, экспонаты» тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Э.В.Портнована «Чувашский костюм: от древности до современности» кĕнекесем парнелерĕ. Юлашкинчен Раççей хăмлаçисен ассоциацийĕн президенчĕ Геннадий Семенович Горланов сăмах илчĕ. Вăл кун пек уявсем кирлине, чăвашсем хăйсен тумĕпех илемлĕ пулнине палăртрĕ. Уява Калайкасси культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Ентеш» юрăпа ташă ушкăнĕ вĕçлерĕ.
Концерт программине Калайкасси шкул директорĕн çумĕ Портнова Э.В., аслă вожатăй Колдашова С.У., музыка учителĕ Лебедева Г.В., акăлчан чĕлхине вĕрентекен Горшова Л.С. хатĕрлерĕç. Концерта 11 класра вĕренекен Петров Эдуард, Аксяндарова Мария тата Сидорова Анастасия ертсе пычĕç.
Кăнтăр апачĕ хыççăн Калайкасси ял активĕ чăваш халăх историйĕпе культурине упрас, аталантарас тата сарас ĕçе мĕнле йĕркелесе пырасси пирки канашларĕ, çурла уйăхĕнче ял уявне туса ирттересси пирки калаçрĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен уяв пуриншĕн те интереслĕ иртрĕ. Кашни çын хăйне валли мĕн те пулин çĕнни тупрĕ, хăй чăваш пулнишĕн мăнаçланчĕ. Кун пек уявсем уйрăмах ÿсекен ăрăва пур енлĕ аталантарма кирлĕ. Малашне те Калайкассинчи А.Г.Николаев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул ку енĕпе ĕçлĕ.