«Туслăх» лагерĕн 2-мĕш кунĕ
(кун кĕнеки)
Паян çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕ. “Туслăх” ушкăнăн иккĕмĕш кунĕ. Пирĕн кун зарядкăран пуçланчĕ. Кун йĕркине палăртнă хыççăн ирхи апат çиме кайрăмăр. Пире тăпăрчă хăпарптăвĕпе, премĕкпе персик сĕткенĕпе сăйларĕç.
Эпир “Асамат” лагерь уçнă çĕрте пултăмăр: юрларăмăр, вылярăмăр, хамăрпа паллаштартăмăр. Ун хыççăн тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнтăмăр.
Пĕрремĕш чарăнăвăн ячĕ –“Юрра ăнкарса ил”. Кунта эпир виçĕ кĕвĕ кăна пĕлтĕмĕр. Иккĕмĕш чарăну – “Çăмха”. Унта “5” паллă çĕнсе илтĕмĕр. Виççĕмĕш чарăну – “Тупсăмне туп”. 1-мĕш вырăна тивĕçрĕмĕр. 4-мĕш чарăну “Кăнтам пуплев” ятлă пулчĕ. Пăтраштарнă тĕрлĕ сăмахсенчен сăвă калăпларăмăр. Юлашки чарăну- “Робот пуçтар”. Кунта та эпир маттурсем пултăмăр, 2-мĕш вырăн йышăнтăмăр.
Ун хыççăн чăвашсен мăн аслашшĕсем пирки калаçрăмăр. Иккен, вĕсен Хунну патшалăхĕ пулнă. Ăна Модэ ятлă шаньюй йĕркеленĕ. Вĕсем вăрçăпа тата çĕр ĕçĕпе, выльăх-чĕрлĕх пăхса пурăннă.
Кăнтăрлахи апат хыççăн Калайкасси шкулне вĕренсе тухнă, Европа чемпионĕ çинчен Википедие (ирĕклĕ энциклопедие) статья çыртăмăр, “Аслă тытăçăва” хатĕрлентĕмĕр.