"Туслăх" этнолагерĕн 4-мĕш кунĕ

Туслăх» лагерĕн 4-мĕш кунĕ
(кун кĕнеки)

Паян çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕ. Калайкасси шкулне районти 9 этнолагерь пуçтарăнĕ. Паян – «Аслă тытăçу» вăйă. Хивре вăхăт, мĕншĕн тесен этнолагере çÿрекенсем чăваш чĕлхине мĕнле пĕлнине, чĕлхене вĕреннĕ май ăша хывнă пĕлĕве кулленхи пурнăçра мĕнле усă курма пĕлнине кăтартакан самант.
Акă 10 сехет те çитрĕ. Эпир пурте шкул умне, линейкăна, пуçтарăнтăмăр. Линейкăна Муркаш район администрацийĕн вĕренÿ пайĕнче ĕçлекен Ершова Ирина Александровна уçрĕ. Ун хыççăн Чăваш Республикин гимне юрларăмăр. Ушкăнсемпе паллашма вăхăт та çитрĕ. Чи малтан эпир, «Туслăх» ушкăн, сăмах илтĕмĕр: хамăр речёвкăпа, девизпа тата юрăпа паллаштартăмăр. Пирĕн хыççăн Муркаш шкулĕнчи «Чăнкă чăвашсем», Кашмаш шкулĕнчи «Туслăх хĕлхемĕ», Çатракасси шкулĕнчи «Мехел» ушкăн, Мăн Сĕнтĕр шкулĕнчи «Сĕнтĕр асамачĕ», Йÿçкасси шкулĕнчи «Асамат», Шетмĕпуç шкулĕнчи «Асамат кĕперĕ», Чуманкасси шкулĕнчи «Хĕвел мулкачĕсем» тата Оринино шкулĕнчи «Сар хĕвел» ушкăн сăмах илчĕç. 
Линейка вĕçленсен пурте акт залне пуçтарăнтăмăр. «Аслă тытăçу» вăйă пуçланчĕ. Вăйă 7 ĕçрен тăчĕ. Чи малтан ушкăнсем хăйсемпе паллаштарчĕç, 20 балл çĕнсе илме пултарчĕç. Ун хыççăн «Кăптак пуплев» ăмăрту пулчĕ. Панă сăмахсенчен эпир калав йĕркелерĕмĕр. Диктант та çырса пăхрăмăр. Унăн тĕп тĕллевĕ – вуласа пыракан хайлава хăвăрт та тĕрĕс çырасси. «Сăмаха ăнлантар» вăйă пурне те кăмăла кайрĕ. Ушкăнри ачасене сăмаха хусканупа усă курса е сăмахне хăйне каламасăр ăнлантарса парасси тĕп вырăн йышăнчĕ. Ушкăнсен ертÿçисем те ăмăртрĕç. Вĕсен ваттисен сăмахĕсене вĕçлемелле пулчĕ. Вăйă Чăваш енре кăларакан япалсене рекламăлассипе вĕçленчĕ. 
Пур ăмăртăва та пĕтĕмлетнĕ хыççăн çакă паллă пулчĕ: 1 вырăна Муркашри «Чăнкă чăвашсем» тухрĕç, 2-мĕш вырăн вара Йÿçкасси шкулĕнчи «Асамат» ушкăн йышăнчĕ, виççĕмĕшсен шкутне Оринино шкулĕнчи «Сар хĕвел» ушкăнпа Шетмĕпуç шкулĕнчи «Асамат кĕперĕ» ушкăн кĕчĕç. Эпир, калайкассисем, çĕнтереймерĕмĕр пулин те вăхăта савăк ирттертĕмĕр.