"Туслăх" этнолагерĕн 8-мĕш кунĕ

«ТУСЛĂХ» ушкăнăн 8-мĕш кунĕ 
(кун кĕнеки)
Паян çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕ, пиратсен кунĕ. Эпир ирех хатĕрленме пуçларăмăр: Катя кашнин тутине хура тĕспе сăрларĕ, арçын ачасене сухал ÿкерчĕ. Ачасем хăйсем валли пиратсене сăнлакан тĕрлĕ тумтир хатĕрлерĕç. Кайран эпир акт залне пуçтарăнтăмăр. Унта дефиле конкурс иртрĕ. Çак конкурсра эпир 1-мĕш вырăн йышăнтăмăр.
Кун «Клад шыраса тупасси» ăмăртупа тăсăлчĕ. Клад тупмашкăн пирĕн тĕрлĕ чăрмавсем витĕр тухмалла пулчĕ. Вĕсем питĕ йывăр пулчĕç. Пĕрремĕш чарăнура сăмахпа каламасăр, тĕрлĕ хусканусем туса сăмахсем пĕлмелле пулчĕ. Ытти чарăнусенче кăсăклă ыйтусем çине хуравсем патăмăр. Шел пулин те, «Клад шыраса тупасси» ăмăртура эпир 3-мĕш кăна пултăмăр.