"Туслăх" этнолагерĕн 9-мĕш кунĕ

«Туслăх» ушкăнăн 9-мĕш кунĕ
(кун кĕнеки)
Çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕ. «Туслăх» лагерьте эпир 9-мĕш кун. Паянхи кун – юмăç ямалли кун. Юмăç ярасси – çав тери кăткăс ĕç иккен. Çавăнпах ĕнтĕ чăвашсем юмăç мĕнле пăхнине, мĕн-мĕн тунине тĕпчерĕмĕр. Ун хыççăн хамăр та юмăç ярса пăхрăмăр. Ушкăнри чи лайăх юмăç пăхакана та суйларăмăр. Вăл ята Просова Валерия тивĕçрĕ. Валерия чăвашсен авалхи мелĕпе юмăç пăхса пачĕ. Унран Пайкова Лиза та, Павлова Катя та, Шишокина Надя та юлас темерĕç – чăваш хĕрĕсем авал юмăç пăхассин тĕрлĕ меслечĕсемпе паллаштарчĕç. Пĕр йăла-йĕркере автан кирлĕ пулчĕ. Ун вырăнне Николаев Никита пулчĕ. 
Хамăр хушăра юмăç пăхнă хыççăн «Асамат» лагере çÿрекенсене те чăвашсен юмăç йăли-йĕркипе паллаштартăмăр. Ытти юмăçсен хушшинче пирĕн юмăç майри 3-мĕш вырăн йышăнчĕ.