"Туслăх" этнолагерĕн 7-мĕш кунĕ.

ТУСЛĂХ” УШКĂНĂН 7-МĔШ КУНĔ
(кун кĕнеки)
Паян çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕ, юн кун, мода кунĕ. Тĕрлĕ çи-пуç хатĕрлерĕмĕр. Пĕрне полиэтиленран тунă пакетсенчен ăсталарăмăр. Пайкова Елизавета авалхи чăваш кĕпи тăхăнчĕ. Павлова Екатерина сенкер хитре кĕпепеле куракансене тыткăнларĕ. Акт залĕ «Асамат» лагере çÿрекенсемпе тулса ларчĕ. Мода куравĕ пуçланчĕ. Ун хыççăн жюри вырăнсем палăртрĕ. «Туслăх» ушкăн 2-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ.
Кăнтăрлахи апат хыççăн мультфильм чăвашлатрăмăр (хальлĕхе акăлчанран чăвашла куçартăмăр). Çитес вăхатра мультфильмри сăнарсем чăвашла калаçма пуçлĕç. Пĕтĕмĕшле кун савăнăçлă иртрĕ.