Андриян Григорьевич Николаева халаллана концерт

Андриян Григорьевич Николаева халалланǎ

поэзипе юрǎ тата ташǎ каçĕ.

 

   Авǎн уйǎхĕн 10-мĕшĕнче, Калайкасси вǎтам шкулĕнче вĕренекен шкул ачисем ашшĕ-амǎшĕ умĕнче хǎйсен пултарулǎхне кǎтартрĕç. Пултарулǎх каçне эпир Андриян Григорьевич Николаев космонавта асǎнса ирттертĕмĕр.

Концерта 8-мĕш класс ачисем, Охлина Светланǎпа Сергиванов Владимир ертсе пычĕç.

6-мĕш класра вĕренекен хĕрсем пурне те чǎваш ташшипе савǎнтарма пултарчĕç.

8-мĕш класра вĕренекен Пайкова Марина «Песня об Андрияне» сǎвва чунтан каларĕ. 4-мĕш класра вĕренекен Волкова Ангелина та, пǎлханчĕ пулсан та, пурне те «Надежда» юрǎпа тĕлĕнтерме пултарчĕ.

5-мĕш класра вĕренекен Смирнова Анастасия «Çул уçрĕ Гагарин» сǎвва пǎхмасǎр каларĕ.

Кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухне Андриян Григорьевич Николаев тем чухлĕ сǎвǎсем тата М.Ф.Федоровǎн «Арçури» балладине йǎлтах пǎхмасǎр калама пĕлнĕ. Уйрǎмах вǎл К.В. Ивановǎн «Нарспи» поэмине кǎмǎлланǎ, юлташĕсене унти ǎслǎ йĕркесене вула-вула панǎ.

«Нарспи» поэмари йĕркесене 8-мĕш класра вĕренекен Охлина Светлана каласа пачĕ.  

   Андриян Николаев космонавтǎн тǎван ялне тата ашшĕ-амǎшне аса илсе, 8-мĕш класра вĕренекен Сальникова Ирина «Тǎван яла» ятлǎ юрра юрларĕ.  7-мĕш класра вĕренекен Хохлова Анна пурне те, «Россия-Родина моя!» илемлĕ юрǎпа савǎнтарчĕ.

Гимн «Космонавты» юрра Саида Усмановна, аслǎ вожатǎй юрларĕ. Угарова Аня, 9-мĕш класс хĕрачи, сцена çине «Тусǎмпа» юрǎпа тухрĕ. Хǎйĕнпе пĕр класра вĕренекен хĕрсем те унпа пĕрле сцена çинче ташларĕç.

 

Чǎн тÿпере виç çǎлтǎр,

Виççĕшĕ те çут çǎлтǎр

Çǎлтǎр йышне çĕн çǎлтǎр

Çултан çулах хутшǎнтǎр! (Аркадий Ĕçхĕл).

 

Çак йĕркесемпе эпир хамǎрǎн концерта вĕçлерĕмĕр.

 

фотоотчет