2 сентября учащиеся 7-8 классов посетили Музей Космонавтики Мариинско-Посадского района. Дети с интересом слушали экскурсовода. Особенно им понравилась аллея космонавтов.
Директор Музея Космонавтики Тукмаков Александр Николаевич передал нашей школе две передвижные выставки: «Первый отряд космонавтов» (посвящена пионерам космоса), «Космонавт Муса Манаров». Эти выставки будут в нашей школе в течение двух недель.
Калайкасси шкулĕнче 7-8-мĕш классенче вĕренекен ачасем Шуршăл ялĕнче вырнаçнă Космонавтика музейĕнче авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче пулчĕç. А.Г.Николаев пурнăçĕпе пултарулăхĕ пирки экскурсовод каланине шкул ачисем тимлĕн итлерĕç. Уйрăмах вĕсене Космонавтсен аллейи кăмăла кайрĕ, музейри экспонатсем те, Андриан çуралса ÿснĕ кил те, 3-мĕш космонавта пытарнă часовня та интереслентерчĕç.
Космонавтсен музейĕн директорĕ, Александр Николаевич Тукмаков Калайкасси шкулне куçса çÿрекен икĕ курав вăхăтлăх парса ячĕ. Пĕрремĕш курав космонавтсен пĕрремĕш ушкăнне халалланă, иккĕмĕш курав – Улатăр хулинче ÿснĕ Муса Манаров космонавта. Космонавтсемпе çыхăннă ятарлă куравсем пирĕн шкулта икĕ эрне хушши ĕçлĕç.