ЯНĂШ ШКУЛĔНЧИ ĔÇЛĔ КУН

Авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикинче «Ял шкулĕн вĕрентекенĕ – Раççей аталанăвĕн векторĕнче» Пĕтĕм Раççейри ял вĕрентекенĕсен 3-мĕш съезчĕ иртрĕ. Аслă пуху ĕçне хутшăнма Раççей Федерацийĕн вĕренÿпе ăслăлăх министрĕ Ольга Васильева килчĕ. Съезда Раççейĕн 62 регионĕнчен 505 педагог хутшăнчĕ.

    Съездăн пленарлă ларăвĕн пĕрремĕш пайĕ хыççăн Раççей Федерацийĕн вĕренÿпе ăслăлăх министрĕ Ольга Васильева Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тата Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен  политикин министрĕпе Юрий Исаевпа пĕрле Шупашкар районĕн Янăш шкулне çитсе курчĕ. Хăнасем шкулпа паллашнă май информаципе вулавăш центрĕнче пулчĕç, вĕренÿ класĕсене, акт тата спорт залĕсене, бассейна пăхса çÿрерĕç, шкул çулне çитеймен ачасемпе, вĕренекенсемпе, воспитательсемпе тата учительсемпе тĕл пулса калаçрĕç. Раççей Федерацийĕн министрĕ Янăш шкулĕнче ачасене тарăн пĕлÿ пама тата тĕрлĕ енлĕ аталанма майсем туса панине ырларĕ.

    Шкулăн пысăк коридорĕнче пултарулăх студийĕ ĕçлерĕ. Ачасем хăнасене пир тĕртнине, хĕрсемпе хĕрарăмсен капăрлăхне хатĕрленине, çи-пуçа эрешсемпе хитрелетнине, чăваш тĕррин çĕввисене мĕнле тунине, пукане театрĕн ăсталăхне, карçинкка çыхнине тата ытти ал ĕçне кăтартрĕç. Каласа хăварас пулать, пукане театрĕн артисчĕсем Калайкасси шкулĕнче 6-мĕш класра вĕренкенсем, Николаев Никита, Николаева Карина, Охлина Вера тата Лукоянов Анатолий, пулчĕç. Вĕсен пултарулăх ертÿçисем - А.М.Степановпа З.В.Мазуркина.

Раççей Федерацийĕн министрĕ Ольга Васильева чăваш халăхĕн ÿнерĕ пуян пулнине палăртрĕ, ачасене илем тĕнчине туртăннине тата тăрăшуллă пулнине мухтарĕ, ал ĕç ăсталăхне алла илме, вĕренÿре маттур пулма ăнăçу сунчĕ.

    Унтан вара Ольга Васильева чăваш чĕлхипе литератури кабинетĕнче вĕрентекенсемпе тĕл пулчĕ. Калаçу ял шкулĕн ĕçне-хĕлне аталантарасси тавра пычĕ. Раççей Федерацийĕн министрĕ ирĕклĕ те уçă калаçура учительсем вĕренÿ тытăмне лайăхлатасси пирки мĕн шутланипе, мĕн сĕннипе, татса памалли ыйтусем пуррипе кăсăкланчĕ. Ольга Васильева ыйтусене хуравланă хыççăн вĕрентекенсене юратнă ĕçе парăнса вăй хунăшăн тав турĕ, çитĕнекен ăрăва малашне те тивĕçлĕ шайра пĕлÿ пама чăтăмлăх, ăнăçу тата ырлăх-сывлăх сунчĕ.