«Чǎваш писателĕ,
Юрий Илларионович Скворцов çуралнǎранпа 85 çул!»
ятлǎ кĕнекесен куравĕ.
(1932-1977гг.)
Юрий Илларионович Скворцов чǎваш писателĕ çуралнǎранпа 85 çул çитрĕ те ĕнтĕ. Ǎна пĕлмен, палламан çын çук та пулĕ. Вǎл çырнǎ калавсемпе повеçсене эпир ачаранах вулатпǎр, кĕнекери геройсене те лайǎх пĕлетпĕр.
Акǎ, кǎрлач уйǎхĕн 12-мĕшĕнче, Калайкасси шкулĕнче, вулавǎшра, Юрий Скворцова халалланǎ курав уçǎлчĕ. Чǎваш писателĕ Юрий Скворцов Муркаш районĕнчи, Хурǎнкасси ялĕнче çуралнǎ.
Куравра ачасем Юрий Скворцовǎн «Кĕрхи кунсем» ятлǎ кĕнекепе паллашма пултарчĕç. Кĕнекене Ю. Скворцовǎн чи паллǎ «Сǎваплǎ вут», «Уках хурǎнĕ» хайлавсем тата «Кĕрхи кунсем» автобиографиллĕ повеçĕ кĕнĕ.
Скворцов геройĕсем – тÿрĕ кǎмǎллǎ, сǎпайлǎ, пысǎк ĕмĕт-шухǎшлǎ çынсем. Çав хушǎрах вĕсем куллен тĕл пулакан çынсем мар, хǎйне евĕрлĕ, тарǎн сисĕм-туйǎмлǎ, тĕнче çине куçпа анчах мар, чунпа витĕр пǎхаççĕ, чун ыратǎвне, ǎш çуннине çынсенчен пытарса пĕччен тÿссе ирттереççĕ.
Чǎваш халǎх писателĕ Хветĕр Уяр çырнинчен:
«…Прозǎпа çырнисем ун йǎлтах ǎстаçǎ алли витĕр тухнǎ япаласем. Вĕсене иртсе пыран кун-çула та унти хǎйĕн вырǎнне ǎнланакан, таврари пурнǎçа сǎнама пĕлекен ǎслǎ этем хайлама пултарнǎ. Авалхи йывǎç акапуçĕн – сапанǎн хурçǎ шǎрчĕпе тĕрен вĕçне тимĕрçĕ «шǎварса» хытарнǎ пек пурнǎç Ю.Скворцова çирĕплетсе хǎварнǎ пулнǎ. Тата ĕçлеме вĕрентнĕ. Çут çанталǎк ǎна сǎпайлǎх та пысǎк ǎс панǎ-мĕн.
Темиçе произведенийĕ ун классиксен шайĕнче тǎма тивĕçлĕ. Кашни сǎмах хǎйĕн вырǎнне тупнǎ. Пĕтĕм повеçе-калава пĕр пысǎк шухǎш чǎмǎртаса тǎрать. Пĕр «пушǎ» сыпǎк çук Скворцов хайлавĕсенче».
Çавǎн пекех шкул ачисем Юрий Скворцов çырнǎ «Пурнǎç хумĕ», «Сǎваплǎ вут», «Çын ǎшши», «Уках хурǎнĕ» ятлǎ кĕнекесемпе паллашрĕç. «Пурнǎç хумĕ» кĕнекене пултаруллǎ прозаикǎн «Сарǎ кунсем» е Аделина», «Çын ǎшши» повеçсем, «Парǎм», «Ултǎк», «Курак Мĕтри», «Пурнǎç хумĕ», «Пĕве хĕрринче» калавсем кĕнĕ. Ǎста художник калǎпланǎ сǎнарсем – пысǎк чунлǎ, сǎпайлǎ çынсем. Йывǎрлǎхсем витĕр тухса вĕсем вулакансене хастарлǎхпа, таса кǎмǎл-туйǎмпа илĕртеççĕ.
Юрий Скворцов ячĕ кашни чǎваш вулаканĕшĕн çывǎх. Вǎл, чǎваш литературин пысǎк ǎстисенчен пĕри!