Муркаш районĕн чăваш чĕлхипе литература
вĕрентекенĕсенчен вĕренмелли нумай
Раштав уйăхĕн 7-мĕшĕнче А.Г.Николаев ячĕллĕ Калайкасси пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта Муркаш районĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен муниципалитет шайĕнчи 6-мĕш фестиваль-конкурс иртрĕ. Хăнасене 2-мĕш класс ачисем юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç. Данилова Алина Николаевна ачасене мĕн пĕчĕкрен тăван халăх кĕвви-юррине ăша хывма тăрăшать. Юрă-ташă илемлĕхне тытса пыма Кондукторова Надежда Максимилиановна пулăшать.
Фестивале Ершова Татьяна Аркадьевна уçрĕ. Вăл конкурса хутшăнакансене ăнăçу сунчĕ. Хăнасен умĕнче Муркаш район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайĕн информаципе методика центрĕн ертÿçи Ершова Ирина Александровна тухса калаçрĕ. Иванова Наталия Геннадьевна класс ертÿçи тата Кондукторова Надежда Максимилиановна илемлĕх ертÿçи ертсе пынипе 4-мĕш класс ачисем çăварни йăли-йĕркине кăтартрĕç. Тури чăвашсен калаçăвĕ, çăварни вăййисем пурне те кăмăла кайрĕ.
Фестивале хаваслă лару-тăрура уçнă хыççăн хĕрÿ самант пуçланчĕ. Конкурса хутшăнакан вунă вĕрентекен те урока питĕ тĕплĕн хатĕрленнĕ. Калайкасси шкулĕнче ĕçлекен Колбасова Маргарита Ильинична 8-мĕш класра «Предложенин тĕп тата кĕçĕн членĕсем» темăпа урок пачĕ. Мăн Хураçкари Михайлова Валентина Львовна «Глагол ен» çĕр-шывĕпе 7 класс ачисене паллаштарчĕ. Тойкилтĕри Петрова Алина Евтихеевна 6-мĕш класра вĕренекенсемпе пĕрле «Япала ячĕ» урокра «Çарăк» юмахри сăнарсене аçтаха аллинчен çăлчĕ. Оринин шкулĕнче ĕçлекен Блинова Наталия Семеновна 5-мĕш класпа «Сасăсемпе сас паллисен çĕр-шывĕнче» пулса курчĕ. Нискасси шкулĕнче ĕçлекен Осипова Надежда Ивановна 9-мĕш класс ачисене «Пăхăнуллă хутлă предложени пайĕсем» çинчен ăнлантарчĕ. Шурча шкулĕнчи Тюрина Нина Михайловна 7-мĕш класпа «Шутла, тавçăр, хуравла!» темăпа "Глагол" пая пĕтĕмлетрĕ. Ильинкăри Семенова Людмила Васильевна 9-мĕш класпа Рабфак хĕрĕ» новелла тăрăх «Чыс, тивĕç, юрату» темăна сÿтсе яврĕ. Калайкасси шкулĕнче ĕçлекен Портнова Эльвира Владимировна 7-мĕш класс ачисене Петĕр Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăввине çур сехетре пăхмасăр вĕренме май пуррине кăтартса пачĕ. Ярапай шкулĕнчи Дмитриева Алевтина Геннадьевна 6-мĕш класра «Аçу аннÿне хисепле, хăвнах ырă пулĕ» темăпа тĕрлĕ халăх культурин çыхăнăвне кăтартрĕ. Çатра шкулĕнчи Никитина Людмила Валериановна «Килĕшÿ – кил илемĕ» темăпа Г.Н.Волковăн «Ăслă ача» калавне тата Л.Н.Толстойăн «Старый дед и внучек» юптарăвне 5 класс ачисемпе тишкерчĕ. Уроксем вĕçленнĕ хыççăн мастер-классем иртрĕç. Чи малтан Çĕрпÿ районĕнчи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Петрова Татьяна Николаевна «Чăнлăх мĕн парать?» темăпа Митта Ваçлейĕ тата Александр Солженицын пултарулăхĕ тăрăх тĕрлĕ халăх культурин çыхăнăвне урокра мĕнле йĕркелемеллине кăтартса пачĕ. Красноармейский районĕнчи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Тихонова Людмила Анатольевна ирттернĕ «Критикăлла шухăшлава аталантармалли технологийĕн мелĕсем» мастер-класс пуриншĕн те кăсăклă пулчĕ. Муркаш районĕнчи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Раевская Ирина Валентиновна ачасен пултарулăхне аталантармалли мелсемпе меслетсем пирки çенĕрен аса илтерчĕ.
Жюри членĕсене уроксене хаклама йывăр пулчĕ. Тихонова Людмила Анатольевна Муркаш район вĕрентекенĕсем уроксене хăйне евĕр ирттернине, тухăçлă мелсемпе меслетсемпе усă курнине палăртрĕ. Етĕрне районĕнчен килнĕ Тобоева Светлана Ивановна тата Николаева Валентина Поликарповна Муркаш район вĕрентекенĕсенчен вĕренмелли нумай тесе каларĕç, малалла та туслă ĕçлеме шантарчĕç.
«Чăваш чĕлхи вăрттăнлăхĕ» чăваш чĕлхи урокĕсен конкурсĕн çĕнтерÿçи Петрова Алина Евтихеевна пулчĕ. «Тăван сăмахлăх пуянлăхĕ» - чăваш литература урокĕсен конкурсĕн çĕнтерÿçи - Дмитриева Алевтина Геннадьевна. Фестивале хутшăннă вĕрентекенсене Ершова Ирина Александровна свидетельствăсем парса хавхавлантарчĕ. Уява пĕтĕмлетсе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Колбасова Маргарита Ильинична ертсе пынипе 7-класс ачисем «Кĕр сăри» йăлине кăтартрĕç.
Фестиваль конкурс ăнăçлă иртрĕ. Курма килнисем те, конкурса хутшăнакансем те кăмăллă юлчĕç. Кун пек ăмăртусем кирлине, пĕр-пĕринчен вĕренмелли чылай пулнине палăртрĕç. Çитес вăхăтра уçă уроксен фестивальне тăратнă материалсем «Шкулта» интернет журналта пичетленĕç. Апла пулсан уроксен пахалăхне эсир те, туссем, хаклама пултаратăр.
Э. В. Портнова