"Мăнкун вăййисем"

Авторĕсем:

Данилова Алина Николаевна,

кĕçĕн классене вĕрентекен;

Колбасова Маргарита Ильинична,

чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Данилова Алина Николаевна,

Муркаш районĕнчи А.Г. Николаев ячĕпе хисепленекен

Калайкасси вăтам шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен

Колбасова Маргарита Ильинична,

                                                                          Муркаш районĕнчи А.Г. Николаев ячĕпе хисепленекен

                                           Калайкасси вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе  литературине вĕрентекен

 

 

Мăнкун вăййисем

(Пуçламăш классем валли)

Пĕлÿ тĕллевĕ: Тăван халăхăн ырă йăли-йĕркипе паллашса ăна ăруран ăрăва

аталантарасси, интереслентересси, халăх юрри-ташшисене вĕрентесси.

Воспитани тĕллевĕ: Тăван халахăн сăвви-юррин кĕввине туйтарса илесси, малалла аталантарасси.

Эстетика тĕллевĕ: Ача-пăча вăййин илемлĕхне курма вĕрентесси.

 

Ачасем шавласа чупса кĕреççĕ. Вĕсемпе пĕрле ватă мучи кĕрет.

     Ачасем. Асатте, асатте, хĕвел тухать.

Мучи. Мăнкун уявĕнче хĕвел ташласа тухать, ачасем. Çак уяв мĕнле пуçланса кайнине пĕлетĕр-и эсир?   

Ачасем. Çук.

 Мучи. Апла пулсан итлĕр. Пĕррехинче, кĕр кунĕсем иртсен, сивĕ хĕл çитнĕ. Усал Вупăр карчăкки хăйĕн тарçисене Хĕвеле сÿнтерме янă тет. Лешсем вара Хĕвеле тапăнма пуçланă тет.Ăна пĕлĕт çинчен туртса антарма шутланă. Хĕвел çав самантран пĕлĕт çине сайра хутра çеç улăхма пуçланă тет.

     Чăваш паттăрĕсем çут Хĕвеле пулăшма шутланă. Пĕр çĕр пин яш пуçтарăнса хĕвел тухăçне çул тытнă. Çичĕ кун ат çичĕ каç çак паттăрсем Вупăр карчăкăн тарçисемпе çапăçнă тет.  Юлашкинчен çĕнтернĕ тет çавсене. Вупăр карчăкки çĕр шăтăкне тарса пытаннă тет те шуйттан патшалăхĕнче хÿтлĕх тупнă тет. Çут Хĕвеле чăваш паттăрĕсем тĕрленĕ сурпан çине хурса чи çÿллĕ ту çине улăхса пĕлĕт çине хунă тет.

     Хĕвел вара питĕ хĕпĕртесе, татах та çутăрах ялкăшса, пурне те савăнтарса кашни кунах пĕлет çине тухма пуçланă тет. Кăвак пĕлĕтре ылтăн Хĕвел кăлтăрмач пек кусса çÿреме тытăннă тет.        

      Çут Хĕвеле хисеплесе авалхи чăвашсем Мăн куна уявлама пуçланă.

Хĕвел тухнă чух ваттисем ача-пăча çине вĕсем çулталăкĕпех сывă пулччăр тесе тырă сапнă, хăмла вĕçтернĕ.  Эпĕ те сапам-ха сирĕн çине./Ачасем çине тырăпа хăмла сапать./ Уяв тĕлне тата ача-пăчана савăнмашкăн çитĕннисем урам варринче чуччу çакнă. Ачасем унта вылянă, чуччу ярăннă. 

Ачасем. Апла эпир те выляр, юрлар та чуччу ярăнма каяр.

 

Ачасем «Карçынккара чечек нумай» вăйă юррине юрлаççĕ.

 

1.     Карçынккара чечек нумай,

                               Карçынккара чечек нумай.

                               Сарри те, кăвакки те, симĕсси те,

                               Сарри те, кăвакки те, симĕсси те.

 

                           2.   - Эсир уна (ă)çтан тупнă,

                              Эсир уна (ă)çтан тупнă?

                              - Тĕрлĕ-тĕрлĕ пахчаран та

                              Симĕс курăк хушшинчен.

                               Тĕрлĕ-тĕрлĕ пахчаран та

                               Симĕс курăк хушшинчен.

 

3.- Эсир унпа мĕн тăваттăр,

                                Эсир унпа мĕн тăваттăр?

                               - Эпир уна, эпир уна

                                Кантăк çине лартатпăр.

                                Эпир уна, эпир уна

                                Кантăк çине лартатпăр.

   

      Вылякансем икĕ пĕр пек ушкăна пайланса хире-хирĕç тăраççĕ. Юррăн пĕрремĕш çаврăмне икĕ ушкăнĕ те вырăнтах тăрса юрлаççĕ. Иккĕмĕш çаврăмран ушкăнсем ылмашăнса юрлама пуçлаççĕ. Çаврăмăн икĕ йĕркине 1-мĕш ушкăнри ачасем ыйту панă пек юрласа, 2-мĕш ушкăнри ачасем патне юрă çеммипе утса пыраççĕ. Тепĕр ушкăнĕ вара юлашки икĕ йĕркине юрласа пĕтереççĕ. Вĕсем те юрă çеммипе 2-мĕш ушкăнри ачасен ыйтăвĕ çине хурав панă пек вĕсем патнелле утса пыраççĕ, лешсем вара каялла чакаççĕ. Малалла та вăйă, мĕн юрă вĕçленичченех, çавăн пекех тăсăлать.

 

1-мĕш ача. Мăнкун ячĕпе сире ачасем!

1-мĕш ача. Ачасем, мăнкун вăййисене вылятпăр-и?

Ачасем. Вылятпăр, вылятпăр!

1-мĕш ача. Мĕнле вăйă вылятпăр?

Ачасем.  Автанла!

1-мĕш ача. Выляр апла пулсан. Женьăпа Костя автансем пулаççĕ.

 

Ачасем «Икĕ пĕчĕк сар автан» сăвва инсценировкăлаççĕ.

Икĕ пĕчĕк сар автан

Тытăннă вăрçма паян.

Эх, вăрçаççĕ, эх, чаваççĕ

Пĕр-пĕрне куçран-пуçран.

 

Патак илтĕм те пĕрне

Хăваларăм кил енне.

Мĕн пустуй çапăçмалла,

Тус-юлташлă пулмалла.

 

1-мĕш ача. Ачасем, атьăр урăх вăйă вылятпăр! Мĕнле вăйă вылятпăр?

Ачасем.  Çăмарталла!

1-мĕш ача. Килĕр кунта! Кам варринче тăрать? Эпĕ хамах тăратăп? Акă сире çăмарта. Выляма пуçларăмăр.

 

Ачасем «Сарайĕнчи сар чăххи» юрăпа выляма пуçлаççĕ. Ачасем вăйă карти тăваççĕ, варринче пĕр ача тăрать. Вăйă варринчи ача куриччен пĕр-пĕрне çăмарта парса яраççĕ.

 

Ачасем:

Сарайĕнчи сар чăххи

Сар çăмарта тăвасшăн.

Кăт-кăт- кăтăк, кăт-кăт-кăтăк!

 

Пĕр çавра юрласа пĕтерсен

 

Ачасем. Камра çăмарта? Манра, манра!

1-мĕш ача. Санра! /Пĕр ачи çине кăтартать./

2-мĕш ача. Пĕлеймерĕ! Мĕн тутаратпăр Стасика?

Ачасем. Юрă юрлаттаратпăр.

 

Стасик  «Упи каçман çырминчен эпир каçса килтĕмĕр» юрă юрлать.

1.    Упи каçман çырминчен

Эпир каçса килтĕмĕр.

Упи тухман вăрманчен

Эпир тухса килтĕмĕр.
Эй, аппа, тус аппа,

Тус аппа, пире кала-ха?

 

2.    Çÿл ампар та вир пăтти –

Çиейресчĕ çупала…

-Йытă кулли пултăрах,

Йытă кулли пултăрах.

Эй, аппа, тус аппа,

Тус аппа, пире кала-ха?

 

1-мĕш ача. Малалла вылятпăр! Килĕр кунта! Халĕ эсĕ варринче пулатăн! /Тепĕр ачана варрине тăратаççĕ./

 

Ачасем/юрлаççĕ/:

Çатан çинчи сар автан

Çунат çапса авăтать.

Ку-ка-ре-ку, ку-ка-ре-ку!

 

Тепĕр куплет юрласа пĕтерсен

 

Ачасем. Камра çăмарта? Манра, манра!

2-мĕш ача. Санра! /Пĕр ачи çине кăтартаь./

3-мĕш ача.  Пĕлеймерĕ! Мĕн тутаратпăр Костьăна?

Ачасем. Халап калаттаратпăр.

 

2-мĕш ача халап каласа парать:

-  Нарт-нарт кăвакал,

   Ăçта каян кăвакал?

- Атăл улăхне каятăп.

- Атăл улăхĕнче мĕскер пур?

- Çап-çаврака йăвам пур.

- Йăву ăшĕнче мĕскер пур?

-  Çап-çаврака çăмартам пур.

- Çăмарту ăшĕнче мĕскер пур?

Çÿрен хушка тиха пур.

Кÿлтĕм кайрăм Хусана,

Хусан вырăсĕ килте çук,

Майри кĕçенет, лаши йĕрет,

Ĕни вĕрет, йытти макăрать.

 

2- мĕш ача. Вăт çапла туссем!

 

Ачасем кулса яраççĕ.

 

1-мĕш ача. Халĕ эсĕ варринче пулатăн. /Дамирăна вăйă варрине кăларать. /

 

Ачасем юрра малалла тăсаççĕ:

Лисук ăна илтрĕ те

Мăйне тăсса мăшкăллать.

Ку-ка-ре-ку, ку-ка-ре-ку!

Ку-ка-ре-ку, ку-ка-ре-ку!

 

Ачасем. Камра çăмарта? Манра, манра!

3-мĕш ача. Санра! /Пĕр ачи çине кăтартаь./

 

2-мĕш ача..  Пĕлеймерĕ! Мĕн тутаратпăр Дамирăна?

Ачасем. Такмак калаттаратпăр.

3-мĕш ача.  Эпĕ пĕччен юрламастăп, пурте пĕрле юрлатпăр.

 

Ачасем такмаксем юрлама пуçлаççĕ:

 

            Уçланкăри çеремре çитмĕл тĕслĕ чечек пур. /2хут

            Пирĕн çамрăк чĕрере анне панă хăват пур. /  2 хут

Ай-хай улма сачĕсем, юрлаччăр-и кайăксем.

Юрлаччăр-и кайăксем, çитрĕç çамрăк вăхăтсем.

           

Ачасем икшерĕн пайланса ташлаççĕ.

 

Сарри саккăр ташларĕ, хури тăххăр ташларĕ. / 2 хут

Эп ни сарă, ни хура, эп те пĕрле ташларăм. / 2 хут

Ай-хай улма сачĕсем, юрлаччăр-и кайăксем.

Юрлаччăр-и кайăксем, çитрĕç çамрăк вăхăтсем.

 

Ачасем икшерĕн пайланса ташлаççĕ.

 

Ташши, ташши салакайăк ташши  /2 хут

            Салакайăк ташши мар, Муркаш ташши. 2 хут

Ай-хай улма сачĕсем, юрлаччăр-и кайăксем.

Юрлаччăр-и кайăксем, çитрĕç çамрăк вăхăтсем.

 

            Ачасем икшерĕн пайланса ташлаççĕ.

 

1-мĕш ача: Ачасем, Чурикасра чуччу çакнă, айтăр чуччу ярăнма.

                                 

Ачасем чупса тухса каяççĕ.