Чăваш чĕлхи эрни малаллах тăсăлать. Паян, ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче, Калайкасси вăтам шкулĕнче 6-8-мĕш тата 10-мĕш класс вĕренекенĕсем валли И.Я. Яковлева халалланă класс сехечĕ иртрĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Колбасова М.И. Аслă Вĕрентекенĕмĕр кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Ачасем Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă писательсемпе поэтсем, паллă çынсем çинчен тĕплĕнрех пĕлчĕç. Уйрăмах вĕсене И.Я. Яковлев уçнă шкулсем çинчен пĕлме кăсăклă пулчĕ. Презентаци хыççăн 6-мĕш класс вĕренекенĕ Клопова Марина Иван Яковлевич Яковлевича халалласа çырнă сăввине вуларĕ. Мĕн курнине-пĕлнине çирĕплетме «И.Я. Яковлева пĕлетĕр-и?» викторина иртрĕ. Чи малтан тата тĕрĕс хурав панă маттурккасене парнесем кĕтрĕç. Ачасем тĕрĕс те тулли хуравсем пани, тавçăруллă та тимлĕ пулни савăнтарчĕ.
Класс сехетне Катькас ял библиотекин ертÿçи Угарова А.В. та хутшăнма кăмăл турĕ. Вăл ачасене Аслă Вĕрентекенĕмĕр çуралнăранпа 170 çул çитнине, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ 150 çул тултарнине халалланă «Иван Яковлевич Яковлев – патриарх чувашской культуры» библиотека диктанчĕ иртни çинчен пĕлтерчĕ, ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче иртекен Диктанта пурне те хастаррăн хутшăнма йыхравларĕ.