"Чĕлхе лайăх пĕлекен - чĕрере вут чĕртекен" вăйă

       Паян, ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче, Калайкасси вăтам шкулĕнче 5-мĕш класра  вĕренекен маттур чăваш ачисем хушшинче «Чĕлхе лайăх пĕлекен - чĕрере вут чĕртекен» вăйă-ăмăрту иртрĕ. Виçĕ ушкăна уйрăлса вĕренекенсем тĕрлĕ ĕçсем пурнăçларĕç. Малтанах ушкăнсем хăйсемпе паллаштарчĕç. «Ăслă ачасем», «Чăваш ачисем» тата «Паттăрсем»  чĕлхе вăрттăнлăхĕсене тĕпчерĕç, чĕлхе ыйтăвĕпе çыхăннă тĕрлĕ станцисем витĕр тухрĕç. Чи маттуррисем « «Ăслă ачасем» пулчĕç, «Чăваш ачисемпе» «Паттăрсем» пĕр тан балл пухса иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Вăйă выляса, ăмăртса вĕренекенсем  чăваш чĕлхи илемлĕ те янăравлă, витĕмлĕ те сăнарлă пулнине туйса илчĕç.

      Апла пулсан, тăван чĕлхене  пирĕн çине тăрса вĕренес пулать, вăй-хала шеллемесĕр тĕпчес пулать.