Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта Чăваш чĕлхи кунне тата И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци иртрĕ.
Акцин тĕп тĕллевĕ - чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.
Пĕтĕм чăваш диктантне çырма Калайкассинчи вăтам шкулта вĕренекенсем те хастар хутшăнчĕç, чăваш чунлă пулнине, чăвашлăха юратнине кăтартрĕç.