«Ватта сума сǎвакан хǎй те ырǎ куракан»

«Ватта сума сǎвакан хǎй те ырǎ куракан».

 

  Авǎн уйǎхĕн 28-мĕшĕнче Калайкасси шкулĕнчи акт залĕнче «Ватта сума сǎвакан хǎй те ырǎ куракан» ятлǎ уяв иртрĕ. Уява хаклǎран та хаклǎ хǎнасем, темиçе çул шкулта учитель пулса ĕçлесе вǎй хунǎ учитель-ветерансем килсе çитрĕç.

  Юратнǎ çынсене шкул ачисем уявпа саламласа сǎвǎ-юрǎ, ташǎ парнелерĕç. Уява 2-мĕш класра вĕренекен Иванова Софийǎпа 3-мĕш класра вĕренекен Клопов Константин ертсе пычĕç.

  Учитель-ветерансене ваттисен кунĕ ячĕпе саламлакансем:

- Секретарёва Юлия «Милая мама» - 1-мĕш класс.

- Ельников Игнат «Моя бабушка» - 1-мĕш класс.

- «Асамат кĕперĕ» ташǎ – 2-мĕш класс.

- Ермакова Юлия «Асанне е кукамай» сǎвǎ – 2-мĕш класс.

- «Сывлǎмпи» фольклор ушкǎнĕ – 3-мĕш класс.

- «Улыбка» юрǎ – 4-мĕш класс.

- Волкова Ангелина «Эп юрлатǎп пурнǎçа савса» - 6-мĕш класс.

- Клопова Марина «Пĕрремĕш учитель». «Чǎваш ташши» - 7-мĕш класс.

- Егорова Виктория, Молькова Карина, Тяпкина Елена, Павлова Екатерина, Серова Олеся, Просова Валерия, Васильева Анастасия, Петрухова Ксения – «Чǎваш чĕлхине упрар»

ташǎ.

  4-мĕш класра вĕренекенсем учительсене парнесемпе, открыткǎсемпе савǎнтарчĕç. 3-мĕш классемпе 1-мĕш классем чечексемпе шарсем парнелерĕç.

  Çак уява йĕркелеме тата ирртерме пулǎшнǎшǎн пĕрремĕшĕнчен класс ертÿçисене Иванова Наталия Геннадьевнǎна, Павлова Елена Петровнǎна, Данилова Алина Николаевнǎна, Никольская Надежда Вячеславовнǎна тав тǎвас килет. Çавǎн пекех учительсене хисеплесе концерт йĕркеленĕшĕн шкул ачисене те тав сǎмахĕ калас килет.