Праздничный концерт ко Дню пожилого человека

«Ватта сума савакан, хǎй те ырǎ куракан».

 

    Юпа уйǎхĕн 1-мĕшĕнче А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси вǎтам шкулĕнчи акт залĕнче «Ватта сума савакан хǎй те ырǎ куракан» ятлǎ уяв иртрĕ. Уява хаклǎран та хаклǎ хǎнасем, темиçе çул шкулта учитель пулса ĕçленĕ учитель-ветерансем килсе çитрĕç.

  Хаклǎран та хаклǎ учительсене уява йыхравлама 6-мĕш класра вĕренекен ачасем хǎйсен класс ертуçипе Ирина Венедиктовна Осиповǎпа пĕрле пулǎшрĕç. Вĕсем учительсем валли парнесемпе октрыткǎсем туса хатĕрлерĕç.  Уяв кунне вара Константинова Дарья, Молькова Ольга, Соловьёв Даниил, Мухаров Максим юратнǎ учительсене чечексемпе тата ǎшǎ сǎмахсемпе кĕтсе илчĕç.

  Юратнǎ çынсене шкул ачисем уявпа саламласа юрǎ ташǎпа саламларĕç. Уява 3-мĕш класра вĕренекен Иванова Софийǎпа 4-мĕш класра вĕренекен Ельников Лука ертсе пычĕç.

  Учитель-ветерансене уяв кунĕ ячĕпе саламлакансем:

- 4-мĕш класра вĕренекен «Сывлǎмпи» фольклор ушкǎнĕ.

- Юрǎ «Осень» - 1-мĕш класс.

- Секретарёва Юлия «Чудная пора, осень» - 2-мĕш класс.

- Юрǎ «Чечеклен, юратнǎ Чǎваш Ен» – 3-мĕш класс.

- Ильин Станислав «Снова в школу», юрǎ – 4-мĕш класс.

- Волкова Ангелина «Эп юрлатǎп пурнǎçа савса» юрǎ - 7-мĕш класс.

- Клопова Марина «Пĕрремĕш учитель».

- Милосердина Анжелика «Песня на французском» - 9 класс.

- Сальникова Ирина «Савнǎ яла», юрǎ – 11 класс.

- «Чǎваш ташши» - 9-мĕш класс.

- «Чǎваш ташши» - 8-мĕш класс.

  Çак уява йĕркелеме тата ирртерме пулǎшнǎшǎн пĕрремĕшĕнчен класс ертÿçисене Иванова Наталия Геннадьевнǎна, Павлова Елена Петровнǎна, Данилова Алина Николаевнǎна, Никольская Надежда Вячеславовнǎна тав тǎвас килет. Çавǎн пекех учительсене хисеплесе концерт йĕркеленĕшĕн шкул ачисене те тав сǎмахĕ калас килет