«Чǎваш поэчĕ Çеçпĕл Мишши çуралнǎранпа 120 çул» ятлǎ кĕнеке куравĕ

«Чǎваш поэчĕ Çеçпĕл Мишши

çуралнǎранпа 120 çул» ятлǎ кĕнеке куравĕ.

(1899-1922).

 

Кǎвар чĕрем – пин çын чĕри.

Эп пĕр çын мар – эп хам пин-пин,

Эп пин чǎваш, эп пин-пин çын!

Чĕрем юрри – пин çын юрри.

 

     Чук уйǎхĕн 15-мĕшĕнче А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси вǎтам шкулĕнчи вулавǎшра «Чǎваш поэчĕ Çеçпĕл Мишши çуралнǎранпа 120 çул» ятлǎ кĕнеке куравĕ уçǎлчĕ. Куравра шкул ачисем Çеçпĕл Мишши çырнǎ сǎвǎсемпе, унǎн кĕнекисемпе тата статьясемпе паллашма пултараççĕ: «Кǎвар чĕре», «Пирĕн Çеçпĕл», «Поэт хавалĕ», «Мильоном стих мой повторен», «Çеçпĕл çекисем», «Стальная вера», «Çырнисен пуххи», «Чǎн тупере çич çǎлтǎр» т. ыт. те.

  Çавǎн пекех, вулав залĕнче, 8-мĕш класра вĕренекен Егорова Виктория тата 9-мĕш класра вĕренекен Егорова Наталья чǎваш сǎввисем вуларĕç. Егорова Вика Çеçпĕл Мишши çырнǎ «Чǎваш чĕлхи» сǎвва каласа пачĕ. Егорова Наталья Саида Усмановна Колдашова çырнǎ «Кǎвар чĕреллĕ сǎвǎç» ятлǎ сǎвва вуларĕ.  

    Шкул ачисене тата учительсене пурне те чǎваш поэчĕ Çеçпĕл Мишши 120 çул тултарнǎ ятпа  халалланǎ куравпа паллашма чĕнетпĕр.