Чăваш АССРăн халăх çыравçи, драматургĕ, прозаикĕ, сатирикĕ
Леонид Яковлевич Агаков çуралнăранпа 111 çул çитнĕ ятпа йĕркеленĕ кĕнеке куравĕ.
(1910-1977ç.ç.)
Ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Калайкасси вӑтам шкулӗн вулав залӗнче шкул библиотекарӗ Колдашова Саида Усмановна Леонид Яковлевич Агаков ҫуралнӑранпа 111ҫул ҫитнине халалланӑ кӗнеке куравӗ йӗркелерӗ.
Агаков Леонид Яковлевич — чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, кулӑш ӑсти, театр критикӗ. 1910 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Етӗрне уесӗнчи (халӗ Етӗрне районӗ) Ҫуткассинче ҫуралнӑ.
1930-мӗш ҫулта Леонид Агаковӑн «Волонтёр» коммунӑн пурнӑҫӗ» ятлӑ пӗрремӗш кӗнеки, ҫавӑн хыҫҫӑнах, 1931 ҫулта, ачасем валли ҫырнӑ «Вӗтлӗхри отрядпа» «Юлашки юмах» кӗнекисем пичетленсе тухаҫҫӗ .
1939 ҫултанпа Леонид Яковлевич Агаков СССР ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн членӗ. 1967 ҫулта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш Енӗн Комсомол премийӗн лауреачӗ пулнӑ. 1968 ҫулта Чӑваш АССРӑн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ятне, 1974 ҫулта Чӑваш АССРӑн халӑх ҫыравҫи ятне тивӗҫнӗ. Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе тата медальсемпе чысланӑ.
Леонид Агаковӑн кирек хӑш произведенине илсен те, вӑл халӑх пурнӑҫне тӗплӗн пӗлсе, унӑн шухӑш-кӑмӑлне, ӗҫне-хӗлне ҫывӑххӑн туйса сӑнани уҫҫӑн курӑнать. Л. Агаков пултарулӑхӗҫутӑӗмӗтлӗ, паттӑр чун-чӗреллӗ совет ҫыннисен сӑнарӗсене анлӑн кӑтартса панипе, произведенисен сюжечӗсенеҫивӗччӗн аталантарса пынипе пирӗн литературӑра паллӑвырӑн йышӑнать.
Кӗнеке куравӗнче Леонид Агаков ҫырнӑ кӗнекесемпе тата ытти литературӑпа паллашма пулать: «Юманлӑхра ҫапла пулнӑ», «Вӑрҫӑ ачисем», «Салтак ачисем», «Золотая цепочка», «Вырӑс каччи», «Ылтӑн вӑчӑра», «Писатели», Н. Дедушкин «Писатель-салтак», «Тӑван литература утӑмӗсем», «Чувашская энциклопедия», «Писатели Советской Чувашии» т. ыт. те.