Чăваш чĕлхе эрнине пĕтĕмлетни.
Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 30-мĕшĕчченех А.Г. Николаев ячĕпе хисепленсе тăракан Калайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта Тăван чĕлхе эрни иртрĕ. Чăваш чĕлхе кунне халалланă пĕрремĕш куна Н. Сандров çырнă сăмахсемпе уçрăмăр:
Эй, чĕлхем, анне панă чĕлхем ,
Янăра эсĕ çут тĕнчере!
Ыттине çĕр чĕлхе хуть пĕлем
Эсĕ ман -пĕрре çеç, пĕрре!
Уява Г.С. Лебедев хывнă «Тăван çĕршыв» гимнĕ янăранипе пĕтĕм чун-чĕререн мăнаçланса та хавхаланса ĕçе пуçăнтăмăр. Çак кун кĕçĕн классенче те, аслă классенче те«Тăван чĕлхе-ăс – тăн вучах»темăпа класс сехечĕсем иртрĕç. Ачасем çак уроксенче атте-анне чĕлхи –пирĕн тăван чĕлхе пулнине татах вăйлăрах палăртса хума пултарчĕç. Тăван сăмах тăван чĕлхе - халăхчунĕ пулнине, унăн паянхи кунĕ, малашлăхĕ пирĕнтен нумай килессине çирĕплетме пĕлчĕç.Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче 8-9-мĕш классенче «Тăван чĕлхем-сÿнми çутă хĕлхем, иксĕлми çăл-куç сипечĕ» темăпа сочинени ĕçесене пĕтĕмлетрĕмĕр. Чи малтисем хушшинче саккăрмĕшсем: Егорова С. Матвеева С. Шишокин Н.«Кала та –пĕлсе кала!» викторина пиллĕкмĕшсемшĕн – чи интересли. Чи хастар та пултаруллисен шутĕнче Афанасьева И .Ельников Л. Любимова К. Максимова М.Портнова Д.Тимофеев Е.Кĕçнерни кун«Янăра тăван чĕлхем»илемлĕ сăвăвулакансен конкурс пурне те тыткăнларĕ.Çак конкурса Çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнинехалалларăмăр.Вĕренекенсен тавçăрулăхне, тимлĕхне, шухăшлавне тата пултарулăхне аталантарас тĕллевпе «Чи маттурисемпе пултаруллисем» викторинăра7-мĕш классем чи маттуррисемпе хастаррисем пулчĕç.
«Тăван чĕлхем-таса хĕлхем» темăпа 5-9 классенче ирттернĕ эссе, даймонд, кластер, синквейн конкурсра мала тухакансем çаксем пулчĕç: Ельников Л,Максимова М, Портнова Д, Бычкова Д, Краснова Д, Любимова К, Макарова У, Алексеева Н., Пайкова А, Малькова О, Шишокина Л, Егорова С, Матвеева С, Фёдоров Ева, Егорова В. Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2021» акцие хутшăнакансен йышĕ чылай. Чи маттуррисене хисеп хучĕсем парса чысларăмăр.
«Янăра тăван чĕлхем»илемлĕ сăвă вулакансен конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕ:
Малькова Елена Iвырăн (4 класс)
Ельников Игнат IIвырăн (3 класс)
Клюшкова София II вырăн (4 класс)
Ермакова Юлия II вырăн (4 класс)
Кондратьев Н III вырăн (4 класс)
Костин Никита III вырăн (1 класс)
Хохлова Ксения IIIвырăн (4 класс)
Егорова Софья I вырăн (8 класс)
Мухаров Максим IIвырăн (7 класс)
Краснова Дарья IIвырăн (6 класс)
Ельников Лука IIвырăн (5 класс)
Колбасова Эммилия IIIвырăн (8 класс)
Шишокина Люба IIIвырăн (7 класс)
Пайкова АннаIIIвырăн (7 класс)
Ельмешкина Валерия IIIвырăн (6 класс)
Конкурсе чтецов прозаических произведений на чувашском языке
«Чéрé сǎмах» / «Живое слово» шкул тата республика шайĕнче хутшăнса мала тухнисем:
Егорова Софья I вырăн (8 класс)
Малькова ОльгаII вырăн (7 класс)
Бычкова Дарья IIIвырăн (6 класс)
Чăваш чĕлхи эрни вăйлă шайра иртрĕ. Пурне те кăмăла кайрĕ. Пурне те пысăк тав. Çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, çĕнĕ çитĕнÿсем.
Чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ