Чăваш Республикин мухтавлă ентешĕсен çулталăкне халалланă
«Чăваш ачи чăвашах» 6-мĕш фестиваль
ПОЛОЖЕНИЙĔ
1. Пĕтĕмĕшле калани
1.1. Чăваш Республикин мухтавлă ентешĕсен
çулталăкне халалланă «Чăваш ачи чăвашах» 6-мĕш фестивалье (малалла – Фестиваль) пуçараканĕсем тата
йĕркелекенĕсем –
Чăваш Республикин вĕренÿ
тата çамрăксен политикин министерствин хушма професси вĕрентĕвĕн «Чăваш
Республикин вĕренÿ институчĕ» Чăваш Республикин бюждет учрежденийĕ (малалла – Чăваш
Республикин вĕренÿ институчĕ), Чăваш Республикин «Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер
академийĕ» общество организацийĕ (малалла –Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕ),
Регионсен «Чăваш наци конгресĕ» общество организацийĕ (малалла – Чăваш наци конгресĕ)
тата Чăваш Республикин Муркаш районĕн «А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси
пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕ» пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципалитет бюджет
учрежденийĕ (малалла – Калайкасси шкулĕ).
1.2. Фестиваль – пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп/вăтам шкулсенче чăваш чĕлхипе культурине
аталанма пулăшмалли, вĕрентекенсен опытне сармалли мел.
2. Тĕллевĕпе задачисем
Тĕллевĕ: Чăваш шкулĕсенче тăван чĕлхепе
культурăна аталантарасси.
Задачисем:
– чăваш чĕлхи вĕрентмен учительсене уроксене
чăвашла ирттерме хавхалантарасси;
– ачасене тăван халăх йăли-йĕркине тытса
пыма хăнăхтарасси;
– шкул ачисен тăван халăх чĕлхипе
литературине, историпе культурине вĕренес кăмăлне çĕклесси.
3. Хутшăнакансем
3.1 Фестивале Чăваш Республикин пĕтĕмĕшле
пĕлÿ паракан тĕп/вăтам шкул ушкăнĕсем ăмăртаççĕ. Пĕр шкултан хутшăнакансен шучĕ 15 çынран иртмелле мар. Вĕсен шутĕнче:
вĕренÿ организацийĕн директорĕ (заведующийĕ) е унăн çумĕ, чăваш чĕлхи
вĕрентекенĕ, «Вĕрентетпĕр чăвашла» ăмăртура хутшăнакан чăваш чĕлхипе
литературине вĕрентмен учитель, «Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн» ăмăртăва
хутшăнакан ачасем (7 ача таран) тата вĕрентекен, «Сар каччăпа сарă хĕр» ăмăртăва
хутшăнакан 7-9 классенче вĕренекен пĕр хĕр ачапа пĕр арçын ача тата вĕрентекен.
3.2.
Хăнасен, ăмăртăва хутшăнакансен – пурин те Фестиваль вĕçлениччен чăваш
тумĕпе пулмалла.
4. Фестиваль ăмăртăвĕсем
·
«Вĕрентетпĕр чăвашла» (чăваш чĕлхи предметне
вĕрентмен учительсем хутшăнаççĕ, чăвашла уроксем кăтартаççĕ);
·
«Савăнатăп эп чăваш
пулнишĕн» (кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем чăваш халăхĕн пĕр-пĕр йăлине кăтартса
параççĕ);
·
«Сар каччăпа сарă хĕр» (7-9 классенче вĕренекен ачасем
чăваш халăх историне, культурине, чĕлхине, йăли-йĕркине пĕлнине ăс-тăн вăййинче
кăтартаççĕ);
·
«Тăвалла пулсан та малалла» (вĕренÿ организацийĕсенче чăвашлăха
аталантаракан чи ăнăçлă проектсене директор (заведующи) е унăн çумĕ хӳтĕлет).
5. Йĕрки
5.1. Фестиваль 2022 çулхи ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче
Муркаш районĕн Калайкасси шкулĕнче иртет, 9:00 сехетре пуçланать.
5.2. Фестиваль çак адреспа иртет: Муркаш
районĕ, Калайкасси ялĕ, Çамрăксен урамĕ, 3-мĕш çурт (Моргаушский район, д.
Калайкасы, ул. Молодежная, д.3)
5.3. Фестивале хутшăнма кăмăл пуррине ака
уйăхĕн 20-мĕшĕччен kalai-vr@mail.ru электрон адресĕпе çыру
ярса пĕлтермелле (1-мĕш хушса пани)
5.4. Фестиваль программи улшăнма пултарать
(3-мĕш хушса пани). Тĕплĕнрех Калайкасси шкул сайтĕнче пĕлме пулать http://www.kalai-morgau.edu21.cap.ru е ВКонтакте хутшăну тетелĕн фестиваль
сообществинче https://vk.com/event179890265
1-МĔШ СЕКЦИ
«Вĕрентекенсен пултарулăх лаççи» - вĕрентекенсен секцийĕ
«Вĕрентетпĕр чăвашла» ăмăртура
5-11 классенче чăваш чĕлхи предметне вĕрентмен учительсем уçă уроксем пани.
Хаклав. Конкурсра хутшăнакансене
чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хаклаççĕ. Урока йĕркеленине, темăна
интереслĕ те кăсăклă пама пултарнине, тăван халăх историйĕпе культурине урок
темипе çыхăнтарма пĕлнине, вĕрентекен пуплевĕн пахалăхне, чăвашла тĕрĕс те таса
калаçма пултарнине, урокра тĕрлĕ меслетсемпе мелсене усă курма, ачасене
хавхалантарса ĕçлеттерме пĕлнине хаклаççĕ.
Чыслав. Уйрăм çĕнтерӳçĕсене ĕнентерÿ
хучĕсем (сертификатсем), дипломсемпе чыслаççĕ, çĕнтерÿçе «Чăвашлăха
аталантаракан чи хастар вĕрентекен» значокпа чыслани.
«Чăвашах-ши эпĕ?» çавра сĕтел. Тĕллевĕ
– чăваш халăхĕн патриотизм туйăмне ачасенче епле аталантарнине сÿтсе явасси. Ытти
шкулсенче чăвашлăха аталантарас тесе мĕнле ĕçленине кăтартни, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе
паллаштарни, ачасене тăван халăха юрăхлă ÿстерес тесе малалла мĕнле ĕçлемеллине
сÿтсе явни. Регламент 5-7 минут. Тухса калаçакансем валли – ĕнентерÿ хучĕ (сертификат).
2-МĔШ СЕКЦИ «Савăнатăп
эп чăваш пулнишĕн» - кĕçĕн классенче вĕренекен ачасен секцийĕ
«Савăнатăп эп чăваш
пулнишĕн» ăмăртура кĕçĕн классенче
вĕренекен ачасем чăваш халăхĕн пĕр-пĕр йăли-йĕркине кăтартса пани.
Хаклав. Конкурса кĕçĕн классенче
вĕренекен ачасен ушкăнĕ хутшăнать. Ушкăнра 7 ачаран ытла пулмалла мар. 7-10
минут хушшинче чăваш халăхĕн пĕр-пĕр йăлине кăтартса памалла. Жюри членĕсем
ачасем тĕрĕс те илемлĕ калаçма пĕлнине, хăйсене сцена çинче тивĕçлĕ тытнине,
ачасен тумĕпе йăла-йĕрке содержанийĕ килĕшсе тăнине хаклаççĕ.
Чыслав. Уйрăм çĕнтерӳçĕсене ĕнентерÿ
хучĕсемпе (сертификатсемпе), дипломсемпе чыслаççĕ, çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ ушкăна
куçса çÿрекен кубок, пылак парне кĕтет.
Ăста урокĕ. Ăмăртăва хутшăнакан
ачасемпе библиотекарьсем «Вулавăшри пĕр кун» вăйă урок ирттереççĕ.
3-МĔШ СЕКЦИ «Сар каччăпа
сарă хĕр» – вăтам классенче вĕренекен ачасен
секцийĕ
«Сар каччăпа сарă хĕр»
ăмăртăва 7-9 классенче вĕренекен ачасем хутшăнаççĕ. Пĕр шкултан пĕр хĕр ачапа пĕр
арçын ача пĕчĕк ушкăн йĕркелет.
Хаклав. Фестивале хутшăнакан хĕр
ачапа арçын ачан пĕр ушкăн пулса тăван халăх историне, культурине, чĕлхине,
йăли-йĕркине пĕлнине ăс-тăн вăййинче кăтартса памалла.
Чыслав. Уйрăм çĕнтерӳçĕсене ĕнентерÿ хучĕсемпе (сертификатсемпе), дипломсемпе
чыслаççĕ, çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ ушкăна куçса çÿрекен кубок, пылак парне кĕтет.
Ăста урокĕ. Секцире хутшăнакан
ачасемпе «Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать…» вăйă ирттерни.
4-МĔШ СЕКЦИ «Тăвалла пулсан та
малалла» - директорпа (заведующипе) е унăн
çумĕпе чăваш чĕлхи вĕрентекенсен секцийĕ
«Тăвалла пулсан та малалла» ăмăртура чăвашлăх туйăмне
аталантаракан проекта директор (заведующи) е унăн çумĕ хӳтĕлет.
Хаклав. Проект проблеми паянхи куншăн
актуаллă пулмалла. Саккунсемпе килĕшсе тăмалла. Проекта пурнăçлама çĕнĕ
мелсемпе усă курнине, тĕрлĕ ӳсĕмри çынсемшĕн интереслĕ пулнине, çĕнĕлĕхе хаклаççĕ. Проекта хӳтĕлекенĕн чăвашла уçăмлă,
ăнланмалла каласа памалла, курăмлăх хатĕрĕсемпе вырăнлă тата тухăçлă усă курма
пĕлмелле, проекта пурнăçлассине çирĕплетсе ĕнетнерме пултармалла.
Чыслав. Уйрăм çĕнтерӳçĕсене ĕнентерÿ хучĕсем
(сертификатсем), дипломсемпе чыслаççĕ, çĕнтерÿçе «Чăвашлăха аталантаракан чи
хастар шкул (шкулчченхи вĕренÿ организацийĕ)» ятпа чыслаççĕ.
«Чăвашах-ши эпĕ?» çавра сĕтел. Тĕллевĕ – чăваш халăхĕн
патриотизм туйăмне ачасенче епле аталантарнине сÿтсе
явасси. Ытти шкулсенче чăвашлăха аталантарас тесе мĕнле ĕçленине кăтартни,
хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарни, ачасене тăван халăха юрăхлă ÿстерес тесе малалла
мĕнле ĕçлемеллине сÿтсе явни. Регламент 5-7 минут. Тухса калаçакансем валли –
ĕнентерÿ хучĕ (сертификат).
6. Пĕтĕмлетÿ, чыслав
6.1. Фестиваль пĕтĕмлетĕвĕ
тата çĕнтерÿçĕсене чыслани ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Калайкасси
шкулĕнче иртет.
6.2. Жюри членĕсем (2-мĕш
хушса пани) çĕнтерÿçĕсене урок, йăла-йĕрке, ăс-тăн вăййи, проект хаклавĕсене
шута илсе палăртать, пĕтĕмлетĕве протокола çыраççĕ. Ăна жюри председателĕ е ун çумĕ алă пусса
çирĕплетет.
6.3. Фестивале хутшăнакансене
протоколĕсене кăтартмаççĕ. Фестиваль конкурс
пĕтĕмлетĕвĕсем пирки апелляци йышăнмаççĕ.
6.4. Фестивале
хутшăнакансене пурне те ĕнентерÿ хучĕ (сертификат) параççĕ.
6.5. Çĕнтерÿçĕсене
диплом парса хавхалантараççĕ. Кашни ăмăртура 3 вырăн палăртаççĕ.
6.6. Фестивале
ирттерекен ен ăмăртăва хутшăнакансен автор прависене Раççей законĕсене пăхăнса
сыхлать.
6.7. Фестиваль
пĕтĕмлетĕвĕпе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн сайтĕнче http://gov.cap.ru/?gov_id=121
е Калайкасси шкул сайтĕнче http://www.kalai-morgau.edu21.cap.ru
паллашма пулать.
7. Тăкаксемпе
çыхăннă ыйтусем
7.1. Чыславпа çыхăннă
тăкаксене Калайкасси шкулĕ хăй çине илет.
7.2. Фестивале
хутшăнакан ушкăнсем (шкулсем) çул укçи тата апатланупа çыхăннă тăкаксене хăйсем
çине илеççĕ.
8. Ыйтса
пĕлмелли телефонсем
8 (83541) 65-2-53 – шкул директорĕ Ершова Татьяна Аркадьевна
8-927-846-11-73 – директор çумĕ Портнова Эльвира Владимировна
8-967-794-66-46 – чăваш
чĕлхипе литература кафедрин ертÿçи Егорова Анна Семеновна
8-905-029-39-41 – чăваш чĕлхипе литература кафедрин методисчĕ
Петрова Людмила Германовна
1-мĕш хушса пани
Чăваш Республикин
Мухтавлă ентешĕсен çулталăкне халалланă
«Чăваш ачи чăвашах» 6-мĕш фестивале
хутшăнассине пĕлтерни
Фестивале хутшăнакан шкул |
Чăвашла ячĕ |
|
Вырăсла ячĕ |
|
|
Телефон номерĕ |
|
|
Электронлă почта |
|
|
Шкул директорĕ |
|
|
Чăваш чĕлхи вĕрентекен |
|
|
«Тăвалла пулсан та
малалла» ăмăрту |
Проект ячĕ |
|
Проект авторĕсем |
|
|
Проекта хӳтĕлекен ячĕ (телефон номерĕ) |
|
|
«Вĕрентетпĕр чăвашла» ăмăрту |
Вĕрентекен ячĕ (телефон номерĕ) |
|
Класĕ, предмечĕ |
|
|
Урок теми |
|
|
Урока ирттерме кирлĕ хатĕрсем |
|
|
«Чăвашах-ши эпĕ?» çавра сĕтел |
Тухса калаçакан ячĕ |
|
Теми |
|
|
«Савăнатăп эп чăваш
пулнишĕн» ăмăрту |
Ушкăн ячĕ, ачасен шучĕ, ÿсĕмĕ |
|
Номер ячĕ |
|
|
Вĕрентекен ячĕ |
|
|
Кĕсье телефонĕ |
|
|
«Сар каччăпа сарă хĕр»
ăмăрту |
Ар çын ача ячĕ, класĕ |
|
Хĕр ача ячĕ, класĕ |
|
|
Вĕрентекен ячĕ |
|
|
Кĕсье телефонĕ |
|