Калайкасси шкулĕнче Чăваш Республикин мухтавлă ентешĕсен çулталăкне халалланă «Чăваш ачи чăвашах» 6-мĕш фестиваль иртрĕ.

Калайкасси шкулĕнче Чăваш Республикин мухтавлă ентешĕсен çулталăкне халалланă «Чăваш ачи чăвашах» 6-мĕш фестиваль иртрĕ.

  2022 çулхи ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи «А. Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта» Чăваш Республикин мухтавлă ентешĕсен çулталăкне халалланă «Чăваш ачи чăвашах» 6-мĕш фестиваль иртрĕ. Фестивале йĕркелекенĕсем – Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин хушма професси вĕрентĕвĕн «Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ» Чăваш Республикин бюждет учрежденийĕ, Чăваш Республикин «Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕ» общество организацийĕ, Регионсен «Чăваш наци конгресĕ» общество организацийĕ тата Чăваш Республикин Муркаш районĕн «А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕ» пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципалитет бюджет учрежденийĕ.


https://vk.com/album-136634421_284135084