«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2022»
А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2022» иртрĕ. Çак ĕçе 5-11 классем хапăл тусах хутшăнчĕç. Акцие йĕркелекенĕсем: Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитарĕ ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ. Çак тĕлĕнмелле пархатарлă та чыслă ĕçе Чăваш чĕлхи кунне тата Чăваш енĕн паллă çыннисене халалларăмăр. Чи малтанах çак ĕçе тĕплĕ туса пыракансене тав сăмахĕ калас килет. Кашни ачашăн тĕп тĕллевĕ - чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси пулса тăчĕ, мĕншĕн тесен тĕнчере тăван кĕтесрен, тăван çĕртен, тăван чĕлхерен, тăван халăхран хакли нимĕн те çук. Çак ĕçе пурнăçланă май çурхи хĕвел ăшши кашни ачан чун-чĕринче çак туйăмсене вăратса тепĕр хут аса илтернĕн туйăнать мар-им-ха. Тепри вăл хамăр чăвашла çырма пĕлнине тепĕр тĕрлĕ ĕç урлă тĕрĕслесе пăхрăмăр. Диктанта çырма çутă та таса, илемлĕ те хăтлă чăваш чĕлхипе литературин кабинетне пухăнтăмăр. Пĕр самант чĕре карт-карт тапнипе тулчĕ. Тепре класра тĕлĕнмелле шăплăх хуçаланчĕ. Диктанта тÿрĕ эфирта 12.00 сехетре çырма пикентĕмĕр. Ярса панă 35 текстран паллă прозаик, журналист, преподаватель, СССР çыравçисен пĕрлешĕвĕн тата СССР журналисчĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Константин Петров çырнисем тăрăх йĕркеленĕ текста суйласа илчĕç. Диктантăн ячĕ: «Уçлăхра-икĕ космонавт». Текст ачасене çав тери кăмăла кайрĕ. Ĕç-пурнăç илемĕ,-тенĕ ваттисем. Килĕшсе ĕçленĕ пысăк усăллă-çакна пĕлсе тăрăр, ун пек ĕçе юратăр. Чи пĕчĕкçĕ ĕçе те пит пикенсе, юратса ĕçлĕр. Юратса тусан чи пĕчĕкçĕ ĕçе те чаплăрантарса яма, усă паракан тума пулать. Лăпкă чунпа килĕшсе ĕçленĕ пур ĕç те телейлĕ пулать, ăнса малалла пырать, - тенĕ И.Я. Яковлев. Чăнах та çапла пулчĕ. Пирĕн йышран вун çичĕ ача «5» паллăлăх çырма пултарчĕç.Вĕсем чăн-чăн маттурсем ! Пурте кăмăллă юлчĕç. Пурне те пысăк тав.Конкурса хутшăнакансене ака уйăхĕн 28-мĕш хыççăн сертификатсем парса чыслĕç, çĕнтерÿçине вара «Халăх шкулĕ» журнала çур çуллăх тÿллевсĕр çырăнтарĕç.Эпир вĕсемпе мухтанатпăр! «5» çыракансем:1.Клюшкова Софья - 5 класс2.Ермакова Юлия - 5 класс3.Малькова Елена - 5 класс4.Лаврентьева Анастасия - 5 класс5. Соколов Данил - 5 класс6.Бычкова Дарья - 7 класс7.Краснова Дарья - 7 класс8. Макаров Алексей - 8 класс9.Алексеева Надежда - 8 класс10. Шишокина Любовь - 7 класс11. Лукоянова Анастасия - 8 класс12. Вастрюков Никита - 8 класс13.Колбасова Эмиллия - 9 класс14.Матвеева Светлана - 9 класс15.Фёдорова Ева - 9 класс16.Данилова Ольга - 9 класс17. Кузьмина Вероника - 11 класс18. Павлова Екатерина - 11 класс19. Медунгина Ирина - 11 классhttps://vk.com/album-136634421_284169187