Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне халалласа Тури чăвашсен музейĕ ятарласа курав уçрĕ. Ку уява ачасем те пуçтарăнчĕс. Кам юрă юралама ăста, кам ташă кăтартма маттур. Калайкасси шкул çумĕнчи «Сывлăмпи» фольклор ушкăнĕ уяв парнелеме ăста. Вĕсем сцена çине тухсан ачасенче чăваш чунĕ хуçаланнăн туйăнать. Юралрĕç те, ташларĕç те, йăла-йĕрке кăтартса савăнтарчĕç. «Сывлăмпи» ушкăн ертӳçисем Данилова Алина Николаевна тата Кондукторова Надежда Максимилияновна.