Кăрлачăн 26-мĕшĕнче Калайкасси шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен муниципалитет шайĕнчи IX-мĕш фестиваль-конкурс иртрĕ.

Кăрлачăн 26-мĕшĕнче Калайкасси шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен муниципалитет шайĕнчи IX-мĕш фестиваль-конкурс иртрĕ.

   Кăрлачăн 26-мĕшĕнче Калайкасси шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен муниципалитет шайĕнчи IX-мĕш фестиваль-конкурс иртрĕ. Ку фестивале Раççĕйре иртекен вĕрентекенсен тата наставниксен çулталăкне тата чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлев 175 çул тултарнине халалланă.

Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсене Чăваш Республикинчи Муркаш муниципаллă округĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ Зоя Юрьевна Дипломатова саламларĕ. Вĕсен пархатарлă ĕçĕн пĕлтерĕшне палăртса хăварчĕ, ăнăçу сунчĕ.

Ăмăртăва çичĕ вĕрентекен хутшанма кăмăл турĕ. Уроксене тĕплĕн хатĕрленни, тĕрлĕ мелсемпе меслетсемпе тухăçлă усă курни, паянхи кунпа килĕшӳллĕ ачасем патне пĕлӳ илсе çитерме пĕлни жюри членĕсене савăнтарчĕ. Учительсен ăсталăхне Чăваш Республикинчи Муркаш муниципаллă округĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайĕн тĕп специалисчĕ Ершова Ирина Александровна тата аслă категориллĕ вĕрентекенсем Димитриева Алевтина Геннадьевна, Раевская Ирина Валентиновна хакларĕç.

«Чăваш чĕлхи вăрттăнлăхĕ» секцире 1-мĕш вырăна Калайкасси шкул вĕрентекенĕ – Шишкина Алевтина Евгеньевна тивĕçрĕ. Вăл 6-мĕш классемпе «Паллă чĕлхеçĕсем» темăпа урок пачĕ. 2-мĕш вырăна Москакасси шкул вĕрентекенĕ Пушкина Ирина Ивановна çĕнсе илчĕ.

«Тăван сăмахлăх пуянлăхĕ» секцире Шатракасси шкулĕнче нумай çул ĕçлекен Вишнева Ольга Александровнăна çитекен пулаймарĕ. Унăн «Çын аллипе кăвар ан турт» темапа 5-мĕш класра ирттернĕ урок малти вырăна тухрĕ. 2-мĕш вырăна Муркаш шкул вĕрентекенĕ – Исакова Елена Николаевна тивĕçрĕ. 3-мĕш вырăна Никитина Людмила Валериановна (Çартакасси шкулĕ) çĕнсе илчĕ. Семенова Людмила Васильевна (Ильинка шкулĕ) «Сапăрлăх тĕллевĕсене тĕпе хунă урок» номинацире çĕнтерчĕ. «Йăла-йĕрке тытса пыма вĕрентекен урок» номинацире Яковлева Надежда Николаевна (Сыпай шкулĕ) палăрчĕ.
Уроксем вĕçленсен вĕрнтекенсемпе Димитриева Алевтина Геннадьевна (Ярапайкасси шкулĕ) «Петĕр Хусанкай пултарулăхне ФГОСпа килĕшӳллĕ вĕрентмелли мелсем» темăпа мастер-класс ирттерчĕ.

Паянхи кун тухăçлă иртрĕ. Ытти вĕрентекенсенчен вĕренмелли чылай, ăс пухмалли нумай. Апла пулсан кун евĕр фестиваль-конкурс пĕлтерĕшĕ учительсемшĕн питĕ пысăк.

https://vk.com/album-136634421_291268008