Паян Калайкасси шкулĕнче «Сăмах хăвачĕ» сăвă вулакансен 1-мĕш фестиваль-конкурсĕ иртрĕ.

Паян Калайкасси шкулĕнче «Сăмах хăвачĕ» сăвă вулакансен 1-мĕш фестиваль-конкурсĕ иртрĕ.

  Паян Калайкасси шкулĕнче ирех шавлă. Кунта Муркаш муниципаллă округĕн вĕненӳ организацийĕсен хушшинче ирттерекен «Сăмах хăвачĕ» сăвă вулакансен 1-мĕш фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Çак уявпа муркашсем Чăваш Республикинче иртекен Телейлĕ ачалăх çулталăкне уçрĕç. «Сăмах хăвачĕ» фестиваль-конкурса Чăваш Республикинчи Муркаш муниципаллă округĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ Зоя Юрьевна Дипломатова уçрĕ. Ăмăртăва хутшанакансене ăнăçу сунчĕ, чăвашлăх туйăмлă яш-кĕрĕм Муркаш ятне татах та çӳлерех çĕклессе шаннине пĕлтерчĕ.

Фестиваль-конкурса сумлă жюри хакларĕ: Чăваш халăх поэчĕ Раиса Васильевна Сарпи тата Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Эдуард Константинович Бахмисов. Конкурса хутшăнакан кашни ача валли вĕсем ырă сăмах тупрĕç, кирлĕ сĕнӳ пачĕç. Сăвă калакан кашни ачанах Иван Иванович Казаковăн парнисене парса хавхалантарчĕç: «Тилли кăна, Тилли тееççĕ…» Петĕр Хусанкай сăввисен пуххим парне пулчĕ.
Фестиваль-конкурса 3 ӳсĕмри ачасем, икĕ секцинче хутшăнчĕç.
1-мĕш секци: «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» - Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай сăввисене вуласси. (Сăмах май, аслă поэтăмăр 1907 çулхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче çуралнă).
2-мĕш секци: «Муркаш сасси» - Муркаш районĕнче çуралнă поэтсен хайлавĕсене каласси е Муркаш районне, халăхне, паллă çыннисене халалланă сăвва вуласси.

Фестиваль тухăçлă иртрĕ. Пурĕ 50 ытла çын ăмăртăва хутшăнма кăмăл турĕ. Жюри членĕсем чи маттуррисене грамотăсем парса чысларĕç.

Пĕтĕмлетӳ.

1-мĕш секци: «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!»
Кĕçĕн ӳсĕмри ачасем - 1-4 классем:
1-мĕш вырăн – Клюшкова Яна (Калайкасси шкулĕ), Николаев Максим (Калайкасси шкулĕ), Белова Валерия (Калайкасси шкулĕ);
2-мĕш вырăн – Дектярева Софья (Оринин шкулĕ);
3-мĕш вырăн – Шурнеев Игнат (Юнкă шкулĕ), Смелова Ирина (Калайкасси шкулĕ), Паргеева Глафира, Каргин Захар (Калайкасси шкулĕ), Чернов Степан (Муркаш шкулĕ).

Вăтам ӳсĕмри ачасем – 5-8 классем:
1-мĕш вырăн – Ефремова Кристина (Муркаш шкулĕ), Бычкова Дарья (Калайкасси шкулĕ);
2-мĕш вырăн – Димитриева Снежана (Оринин шкулĕ), Паргеева Марианна (Калайкасси шкулĕ);
3-мĕш вырăн – Боярина Карина (Çатракасси шкулĕ), Раскова Камилла (Ильинка шкулĕ), Скворцов Даниил (Муркаш шкулĕ).

Аслă ӳсĕмри ачасем – 9-11 классем:
1-мĕш вырăн – Павлов Никита (Оринин шкулĕ);
2-мĕш вырăн – Никольская Ульяна (Юнкă шкулĕ);
3-мĕш вырăн – Колбасова Эмилия (Калайкасси шкулĕ).

2-мĕш секци: «Муркаш сасси»
Кĕçĕн ӳсĕмри ачасем – 1-4 классем:
1-мĕш вырăн – Серова Анна (Калайкасси шкулĕ);
2-мĕш вырăн – Андреева Ева (Калайкасси шкулĕ), Тепеева Екатерина (Юнкă шкулĕ);
3-мĕш вырăн – Салдакеев Игорь (Юнкă шкулĕ), Айметова Кристина (Юнкă шкулĕ).

Вăтам ӳсĕмри ачасем – 5-8 классем:
1-мĕш вырăн – Ельников Игнат (Калайкасси шкулĕ);
2-мĕш вырăн – Оньков Павел (Муркаш шкулĕ);
3-мĕш вырăн – Ельников Лука (Калайкасси шкулĕ).

Аслă ӳсĕмри ачасем – 9-11 классем:
1-мĕш вырăн – Матвеева Светлана (Калайкасси шкулĕ);
2-мĕш вырăн – Павлова Диана (Москакасси шкулĕ);
3-мĕш вырăн – Шишокин Николай (Калайкасси шкулĕ).

«Сăмах хăвачĕ» фестиваль-конкурс Муркаш районĕнче вăй илессе, çултан-çул сумлăрах иртессе шантатпăр. Ăмăртăва хутшăнакан кашни вĕрентекене, сăвă вулакана тав сăмахĕ калатпăр.
https://vk.com/album-136634421_291266725