Тăван чĕлхе кунне тата Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă «Аваллăхсăр малашлăх çук» 1-мĕш фестиваль.

Тăван чĕлхе кунне тата Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă «Аваллăхсăр малашлăх çук» 1-мĕш фестиваль.

2023 çулхи нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай муниципалитет округĕнчи «Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнче» Тăван чĕлхе кунне тата Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă «Аваллăхсăр малашлăх çук» 1-мĕш фестиваль иртрĕ. Кун пек фестивале Калайкасси шкул ачисем хаваспах хутшăнма килĕшрĕç.

Пурĕ 10 районтан, 33 шкултан, ача сачĕнчен фестивале хутшăнчĕç. Курма килнĕ хăнасем, жюри членĕсем те чылайăн пулчĕç. Фестиваль сакăр ăмăртуран йĕркеленчĕ. Кашни ăмăртурах 15-30 (хăшĕнче ытларах-та) хутшăнакан пулчĕ.

Атьăр вăййа тухар-и?» (шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче тата кĕçĕн классенче вĕренекенсем чăваш ача-пăча вăййисене кăтартса пани). Ку ăмăртура «Сывлăмпи» укăн хутшăнчĕ,1-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Ертсе пыраканĕсем – Кондукторова Надежда Максимильяновна тата Данилова Алина Николаевна.

«Халăх хитре – йăлипе» (вăтам классенче вĕренекенсен фольклор ушкăнĕ чăваш халăхĕн хăй тăрăхĕнчи пĕр йăли-йĕркине кăтартса пани) ăмăртура «Сывлăмпи» ушкăнне çӳрекен вăтам классенчи ачасем 2-мĕш вырăн йышăнчĕç. Ертсе пыраканĕсем – Кондукторова Надежда Максимильяновна тата Данилова Алина Николаевна.

«Халăх юрри – чунăм уççи» (вăтам е аслă классенче вĕренекенсем чăваш халăх юррине юрлани). Ку ăмăртура Паргеева Марианнăпа Кондратьев Никита хутшăнчĕç.

«Ай, ташлар-и ташшине…» (шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче тата 1-11-мĕш классенче вĕренекенсем чăваш ташшине ташлани) «Сывлăмпин» аслă ушкăнĕ хутшанчĕ.

«Çĕнĕ варкăш» (2-11-мĕш классенче вĕренекенсем хăйсем çырнă сăвăсене пăхмасăр пултаруллă каласа пани) ăмăртура Колбасова Эмилия, Матвеева Светлана тата Краснова Даша хăйсен сăввисене вуласа пачĕç. Э. Колбасована тата С. Матвеевана уйрăм парне парса хавалантарчĕç.

«Халăх йăли – пурнăç йĕрки» (вĕрентекенсем чăваш халăх йăли-йĕркине тĕпе хурса ирттернĕ уроксемпе урок тулашĕнчи ĕçсене ирттерни). Ку ăмăртура Калайкасси шкуленче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Шишкина Алевтина Евгеньевна хутшăнчĕ. Аста педагог пултарулăхне жюрисем çӳллĕ шайра хакларĕç. Алевтина Евгеньевна ку ăмăртура çĕнтерӳçĕ ята тивĕçрĕ.

«Ачалăхри асамат кĕперĕ» (5-11-мĕш классенче вĕренекенсен ÿкерчĕкĕсен куравĕ) куравра 8-мĕш класра вĕренекен Ельмешкина Валерия тата Паргеева Марианна ĕçĕсене тăратрĕç.

Фестиваль çӳллĕ шайра иртрĕ. Пурте çĕнтерес тесе çине тăрсах ăмăртрĕç. Кашни секцирех 15-30 ăмăртакан пулчĕ. Анчах та Калайкасси шкулĕ республика шайĕнче 3 грамота илме пултарни савăнтарать. Çĕнтермешкĕн ыттисене 1-2 балл кăна çитеймерĕ. Малашне фестивальсем татах та пулĕç. Эпир хамăр пултарулăха вăйлăрах хатĕрленсе татах та кăтартăпăр.

https://vk.com/album-136634421_291721514