Чăвашсене çутта кăлараканĕ тата педагог Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине, Раççей Федерацийĕнчи Вĕрентекенпе ăс паракан çулталăкне тата Чăваш Республикинчи Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă «Чăваш ачи чăвашах» республика шайĕнчи 7-мĕш фестиваль 2023 çулхи ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче Муркаш муниципаллă округĕн Калайкасси шкулĕнче иртет

 Чăвашсене çутта кăлараканĕ тата педагог Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине, Раççей Федерацийĕнчи Вĕрентекенпе ăс паракан çулталăкне тата Чăваш Республикинчи Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă «Чăваш ачи чăвашах» республика шайĕнчи 7-мĕш фестиваль 2023 çулхи ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче Муркаш муниципаллă округĕн Калайкасси шкулĕнче иртет, 9:00 сехетре пуçланать.

Фестивалье пуçараканĕсем тата йĕркелекенĕсем:
• Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин хушма професси вĕрентĕвĕн «Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ» Чăваш Республикин бюждет учрежденийĕ;
• Чăваш Республикин «Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕ» общество организацийĕ;
• Регионсен «Чăваш наци конгресĕ» общество организацийĕ;
• Чăваш Республикин Муркаш муниципаллă округĕн «А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул» пĕтĕмĕшле пĕлĕ паракан муниципалитет бюджет учрежденийĕ.

Фестиваль ăмăртăвĕсем:
• «Вĕрентетпĕр чăвашла» (чăваш чĕлхи предметне вĕрентмен учительсем хутшăнаççĕ, чăвашла уроксем кăтартаççĕ);
• «Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн» (кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем чăваш халăхĕн пĕр-пĕр йăлине кăтартса параççĕ);
• «Сар каччăпа сарă хĕр» (7-9 классенче вĕренекен ачасем чăваш халăх историне, культурине, чĕлхине, йăли-йĕркине пĕлнине ăс-тăн вăййинче кăтартаççĕ);
• «Тăвалла пулсан та малалла» (шкулта чăвашлăх туйăмне аталантаракан шкулти чи ăнăçлă проектсене директор е директор çумĕ хӳтĕлет).

Фестивале хутшăнма кăмăл пуррине ака уйăхĕн 5-мĕшĕччен kalai-vr@mail.ru электрон адресĕпе çыру ярса пĕлтермелле (1-мĕш хушса пани).