Паян, ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче, А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси пĕтĕмĕшле пĕлу паракан вăтам шкулта Чăвашсене çутта кăлараканĕ тата педагог Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине, Раççей Федерацийĕнчи Вĕрентекенпе ăс паракан çулталăкне тата Чăваш Республикинчи Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă «Чăваш ачи чăвашах» республика шайĕнчи 7-мĕш фестиваль иртрĕ. Фестивале вăйă картипе пуçланчĕ. Пурĕ ултă муниципалитет округĕнчен, 27 вĕрентӳ учрежденинчен хăнана 200 ытла çын килнĕ. Уйрăмах Тутар республикинчи Сиктерме ялĕнчен, Шăмăршă тата Çĕмĕрле округĕсенчи шкулсенчен килекенсене инçе çула çывхартса пирĕн пата килме май тупнишĕн пысăк тав.
«Чăваш ачи чăвашах» фестиваль вăйă картинчен пуçланчĕ. Хăнасем «Хурăн çулçи»
юрра юрласа карталанса утрĕç. Шкул ертӳçи Татьяна Аркадьевна Ершова килнĕ
хăнасене саламларĕ, ăнăçу сунчĕ. Фестивале хутшăнакансене Чăваш Республикинчи
Муркаш муниципаллă округĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин,
физкультурăпа спорт пайĕ пуçлăхĕ Зоя Юрьевна Дипломатова та саламларĕ. Ачасенче
чăвашлăх туйăмне ӳстерес ĕçре кунта пухăннă çынсен шăпи пысăк пулнине палăртрĕ.
Фестивалĕн тĕп тӳри, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе
литератури кафедри ертÿçин ĕçĕсене тăваканĕ Анна Семенова Егорова ку уявăн
пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине, чăваш ачи ачаранах чăваш пулса ӳсмеллине палăртса
хăварчĕ.
Чăваш халăх ăслăлăхпа ӳнер академийĕн президенчĕ – Евгени Евстафьеве Ерагин
Калайкасси шкулĕнче чăвашлăх вучахне сӳнме памасть. Вăл чăваш йăли-йĕркине
ачарнах тытса пымаллине асăнса хăварчĕ. Никифоров Геронтий Лукиянович, Чăваш
наци конгресĕ çумĕнчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен Ассоциацийĕн
председателĕ, ăмăртăва хутшанакансене ăнăçу сунчĕ.
„Чăваш ачи чăвашах“ фестивале пуçараканĕсем тата йĕркелекенĕсем: Чăваш
Республикин вĕренÿ институчĕ, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕ, Чăваш наци
конгресĕ тата А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкассинчи вăтам шкул.
Фестиваль ăмăртăвĕсем:
• «Вĕрентетпĕр чăвашла». Ку ăмăртура чăваш чĕлхи предметне вĕрентмен учительсем
хутшăнаççĕ, чăвашла уроксем кăтартрĕç. Кăçал чăваш чĕлхи предметне вĕрентмен 14
учитель хăйсен пултарулăхĕпе упăшрĕç.
• «Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн» ăмăртура кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем чăваш
халăхĕн пĕр-пĕр йăлине кăтартрĕç. Кăçал та хутшăнкансен йышĕ самай пулчĕ.
• «Сар каччăпа сарă хĕр» ăмартура 7-9 классенче вĕренекен ачасем чăваш халăх
историне, культурине, чĕлхине, йăли-йĕркине пĕлнине ăс-тăн вăййинче палăртрĕç.
14 шкулти чи маттур ачасем хăйсен пĕлĕвĕсене çӳллĕ шайра кăтартрĕç.
• «Тăвалла пулсан та малалла» ăмăртура чăвашлăх туйăмне аталантаракан шкулти (е
ача садĕнче) чи ăнăçлă проектсене директор е директор çумĕ хӳтĕлерĕ.
Хутшăнакансен шучĕ кăçал ӳсрĕ. 7 проекта та паянхи куншăн вырăнлă.
«И. Я. Яковлев çулĕпе эпир те утатпăр» çавра сĕтел 10 ытла вĕрентекене
пĕрлештерчĕ. Хăйсен чун ыратăвне, ĕмĕтне каласа пачĕç, хайсен ĕçĕ-хĕлĕпе
паллаштарчĕç. Шкулсенче чăвашлăха аталантарас тесе мĕнле ĕçленине кăтартрĕç,
ачасене тăван халăха юрăхлă ÿстерес тесе малалла мĕнле ĕçлемеллине сÿтсе яврĕç.
Кашни секци тухăçлă ĕçлерĕ. Фестиваль пĕтĕмлетĕвĕ çитес вăхăтра пулĕ.
https://vk.com/album-136634421_292585898