«Шкул пики»

«Шкул пики»

  Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – кашни чăвашшăн пĕлтерĕшлĕ кун. Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кун эпир Чăваш чĕлхи кунне уявлатпăр, чăвашлăх аталанăвĕ пирки калаçатпăр, хамăр чăвашсем пулнипе мăнаçланатпăр.

6-11 классенче вĕренекен пикесем хăйсен пултарулăхне сцена çинче кăтартрĕç. «Шкул пики» конкурс пилĕк ăмăртуран йĕркеленчĕ: видеоролик, пултарулăх, апат-çимĕç, тум (дефиле), ăс-тăн ăмăртăвĕсенчен. Чи маттури, сăмахсăрах, 10 класра вĕренекен Матвеева Светлана пулчĕ. Ăс-тăн вăййинче те маттур, ташăра та ăста, хуплăвĕ те тĕлĕнмелле тутлă. Хăйĕн çепĕçлĕхĕпе тата тасалăхĕпе вăл жюри членĕсене тыткăналарĕ, пĕрремĕш вырăна тухрĕ.
Иккĕмĕш вырăна 6-мĕш класра вĕренекен Паргеева Марина çĕнсе илчĕ. Ку чиперукра чăвашлăх туйăмĕ тапса тăрать. Пур енчен те маттур. Светланăран пĕр-икĕ балл кăна кая юлчĕ. Эпир Мариана пирки малашне пĕрре мар ыррине илтсе савăнăпар-ха. Чăн-чăн ĕçчен чăваш хĕрĕ ӳсет.
Виççĕмĕш вырăна 7-мĕш класра вĕренекен Афанасьева Ирина тухрĕ, класс ятне ямарĕ.
Пурне те тепĕр хут чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлатпăр. Чăваш пулса ӳсĕр, чăваш ятне ан çĕртĕр, чăваш йăхĕнчен пулнипе мăнаçланăр.



https://vk.com/album-136634421_292928731