Акция "„Тавах , аннеçĕм!“

Акция "„Тавах , аннеçĕм!“

Анне пулсан-хĕвел чунра,

Атте пулсан-кун-çул хитре,

Çемье пулсан-телей питре,
Юрлать пĕр вĕçĕм чун-чĕре.
2024 çул-Çемье çулталăкне халалланă çулпа иртĕ. Çемье пурри кашни ачашăн, кашни çĕр çинче пурăнакан çыншăн çав тери пысăк телей. Апла пулсан, çуралатпăр тĕнчене атте-анне килĕнче, ĕмĕрлетпĕр ĕмĕре атте-анне пилĕпе. Çакна Калайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пиллĕкмĕш класра вĕренекен ачасем те чун-чĕререн ăнланаççĕ. Тен, çавăнпа та пуль яланах хастар та маттур вĕсем. Акă, сăмахран, „Тавах , аннеçĕм!“ акцие хутшăннă чухнехи сăмахсене аса илсе çирĕплетес пулсан тĕлĕнсех каймалла. Вĕсемшĕн аннесем: чи çепĕççи, чи ăшши, чи кăмăлли, чи хитри, чи илĕртÿлли, чи чеченни, чи ăсли, чи вăйли, чи пултарулли, чи матурри. Телее, татах та юратнă аннесемшĕн таса сăмахсем нумай, каласа та, çырса та пĕтерес çук. Уйрăмах çак ĕçре тăрăшнă ачасене палăртса хурас килет. 5-мĕш класра вĕренекенсенчен Албутова Клара Ильинична, Грачёва Кристина Владиславовна, Серова Анна Васильевна, Смелова Ирина Анатольевна, Миронова Евгения Радимовна. Хĕр ачасем хушшинче çав тери маттур та ĕçчен арçын ача та пулчĕ. Ку Тяпкин Сергей Михайлович. Çак ĕçре аслă классенче вĕренекенсем çак пиллĕкмĕшсене вĕрентсе çеç те мар, тĕслĕх пулса тăраççĕ. Вĕсем 9 класран – Бычкова Дарья Эдуардовна, Любимова Ксения Леонидовна, Макарова Ульяна Валерьевна; 11 класран- Матвеева Светлана Александровна.
Ертсе пыраканĕ: Шишкина А.Е.