Фестиваль-конкурс «Сăмах хăвачĕ»

Фестиваль-конкурс «Сăмах хăвачĕ»

   Калайкасси шкулĕнче паян шавлă. Муркаш муниципалитет округĕнчи шкул ачисем сăвă вулакансен ăмăртăвне пуçтарăнчĕç. «Сăмах хăвачĕ» фестиваль-конкурс кăçал иккĕмĕш хут иртет. Пуçараканĕсем: Чăваш Республикинчи Муркаш муниципаллă округĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайĕ тата А. Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул.


Конкурса хутшăнакансене ӳсĕмне кура 3 ушкăна уйăрчĕç:
• кĕçĕн ӳсĕмри ачасем – 1-4 классем;
• вăтам ӳсĕмри ачасем - 5-8 классем;
• аслă ӳсĕмри ачасем – 9-11 классем.

Ачасем хăйсен пултарулăхне икĕ секцире кăтартма пултарчĕç:
1-мĕш секци: «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» - Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай сăввисене вуласси.
2-мĕш секци: «Муркаш сасси» - Муркаш тăрăхĕнче çуралнă поэтсен хайлавĕсене каласси е Муркаш районне, халăхне, паллă çыннисене халалланă сăвва вуласси.

Кĕçĕн классенче сăвă вулакансем чылай иккен. Ăмăртăва 60 ача патнелле хутшăнчĕ. Вĕсен ăсталăхне Чăваш халăх поэчĕ Раиса Сарпи тата Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Эдуард Бахмисов хакларĕç. Чăваш чунĕпе ӳсекен ачасем Петĕр Хусанкай тăван ялне (Тутар Республики, Сиктерме ялĕ) çитсе курасса шаннине пĕлтерчĕç.

Вăтам тата аслă ӳсĕмри ачасен пултарулăхне Чăваш халăх поэчĕ Светлана Асамат тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Геронтий Никифоров хакларĕç. Пултаруллă ачасен хушшинче çĕнтерӳçĕсене тупма йывăррине палăртрĕç. Чуна пынă вулавçăсене Светлана Васильевна хăйĕн кĕнекисене парса хавхалантарчĕ.

Фестивале хутшăннă ачасем, вĕрентекенсем Афган музейĕпе паллашма пултарĕç. Афган вăрçи ветеранĕсем Николай Зайцев тата Сергей Кириллов ачасен ыйтăвĕсем çине туллин хуравлама тăрăшрĕç. Жюри членĕсем пĕтĕмлетӳ тунă вăхăтра акт залĕнче пухăннă ачасемпе Сергей Голицын тата Сергей Кириллов Паттăрлăх сехечĕ ирттерчĕç.

«Сăмах хăвачĕ» сăвă вулакансен II-мĕш фестиваль-конкурс тухăçлă иртрĕ. Сăвă вулас ăмăртăва 90 ытла ача хутшăнчĕ. Вĕренекенсем те маттур, вĕрентекенĕсем те сатур. Ачасенче чăвашлăха аталантарма тăрăшакан ашшĕ-амăшне уйрăмах тав сăмахĕ калас килет. Тăван халăх культурипе çыхăннă ăмăртусенче çемьепе хутшăнни пархатарлă.

«Сăмах хăвачĕ» вăй илессе, Муркаш сасси çирĕпленессе шанас килет. Петĕр Хусанкай сăмахĕсем пире ĕмĕр-ĕмĕре çул кăтартса пыччăр: «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» Çакна манар мар.

https://vk.com/album-136634421_301487410