Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕ. 2024 çулхи нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕ. «Аваллăхсăр малашлăх çук» 2 – мĕш фестиваль.
Фестивальре хутшăнакансем 7 ăмăртура вăй виçме пултарчĕç. Калайкасси шкул ачисем 3 секцире ĕçлерĕç, дипломсемпе таврăнчĕç.
«Çемье йăли-йĕрки – çирĕп çемье никĕсĕ» номинацире 5-мĕш класс ачисем «Выртмара» номерпа 3-мĕш вырăн çĕнсе илчĕç (ертсе пыраканĕ Никольская Н.В,). Ку номинацире вăтам е аслă классенче вĕренекенсем чăваш халăхĕн хăй тăрăхĕнчи пĕр-пĕр йăли-йĕркине кăтартса парассипе ăмăртрĕç.
2. «Халăх юрри – чунăм уççи» ăмăртура вăтам е аслă классенче вĕренекенсем чăваш халăх юррине юрлассипе тупăшрĕç. 4-мĕш классра вĕренекен Клюшкова Яна жюрисене тыткăнларĕ, 3-мĕш вырăна тивĕçрĕ (ертсе пыраканĕсем Данилова А.Н. тата Кондукторова Н.М.).
3. «Ай, ташлар-и ташшине…» ăмăртура шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенчи ачасем тата 1-11-мĕш классенче вĕренекенсем чăваш ташши ташлассипе тупăшрĕç. 2-мĕш класс ташă ушкăнĕ 2-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ (ертсе пыраканĕ Иванова Н. Г. тата Кондукторова М.А.). Ку ăмăртура 4-мĕш класс ушкăнĕ 3-мĕш вырăна тивĕçрĕ (ертсе пыраканĕ Данилова А.Н. тата Кондукторва М.А. ).
Уяв савăнаçлă та хаваслă иртрĕ. Пĕрлĕхре – вăй. Пурте пĕрле туслă ĕçлесен, пĕр-пĕрне пулăшса пырсан – чăваш халăхĕ вăй илсе малашне те аталанĕ. Тепĕр хут пурне те Тăван чĕлхе кунĕ ячĕпе саламлатпăр.
https://vk.com/album-136634421_301813990