Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ.
Çак куна 1999 çулхи чÿк уйăхĕнче ЮНЕСКОн Генеральнăй конференцийĕн 30-мĕш
сессийĕнче палăртма йышăннă. Чĕлхесен тата культурăсен пуянлăхне упраса хăварас тата
аталантарас тĕллевпе 2000-мĕш çултан уявлаççĕ.
Тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалласа Калайкассинчи А.Г. Николаев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле
пĕлÿ паракан вăтам шкулта 1-11 классенче плана килĕшÿллĕ класс сехечĕсем иртрĕç.
Çавăн пекех кашни класрах тĕрлĕ мероприятисем хатĕрлесе ачасене кăсăклантартăмăр.
Аслăрах классем И. С. Максимов –Кошкинский киносценаристпа Н. Я. Бичурин паллă
тĕпчевçĕ, полиглот, академик кун-çулĕпе паллашрĕç пулсан, 5-7 классем тĕрлĕ вăйă,
викторина, конкурс витĕр тухрĕç. «Эпĕ чăвашла калаçатăп» акцие хутшăнакансен йышĕ
ытти çулсемпе танлаштарсан кăçал ытларах пулни чуна савăнтарчĕ.